Ҫуркунне малтанах ӑшшипе савӑнтармарӗ. Халь ӗнтӗ ҫуллахи евӗрлех шӑрӑх. Чечекӗсене ҫурса яраймасӑр тунсӑхланӑ йывӑҫсем туй тӑваҫҫӗ: кашни ҫеҫке, кашни ҫулҫӑ савӑннӑн туйӑнать. Ҫӗр сӗткенне пухса ҫамрӑкланнӑ ҫӗмӗртсемпе чиесем, улмуҫҫипе сиреньсем ачипе юнашар выртса ҫывӑрнӑ телейлӗ амӑшне аса илтереҫҫӗ.
Пӳрте кӗнӗ Павел хӑй чӗринче сасартӑк тунсӑх капланнине туйрӗ. Мӗнтен ҫуралчӗ вӑл? Хӑлхара мотор шавӗ янрама пӑрахнӑран-и? Этем умӗнче тӗллев пулсан, ӑна пурнӑҫлассишӗн ҫуннӑ чух вӑхӑт иртни те сисӗнмест, чӗре тунсӑх мӗнне пӗлмест. Кӑшт кӑна канӑҫ ҫеҫ пултӑр, ирӗклӗ пушӑ вӑхӑт ҫеҫ тупӑнтӑр, шухӑш, тунсӑх сырса илет. Чӑнах та, телей тени, чи пысӑк телей ӗҫре кӑна. Павела паян ӗҫлеттерме пӑрӑхсан, вӑл хӑйне обществӑран уйӑрнӑ пекех туймалла. Тен, уявлӑха хӑнӑхман чӗре ҫеҫ ҫавнашкал канӑҫсӑр?
Ыран Авӑслӑх уйӗнче ака-суха пӗтет. Вӑрман пунктӗнчен ҫуртсем куҫармалла, витесем, мастерской тумалла, электричествӑ кӗртме юпасем касса тутармаллӑ, фермӑри ӗҫсене механизацилеме тытӑнмалла. Пӗрлешӳллӗ пуху пулманни икӗ уйӑх. Шарламасть ун пирки Прыгунов. Ӑна аса илтермелле. Халӑха ӑнлӑнтармасӑр мӗн тӑвӑн?
Агитаторсен отчечӗсем тӑрӑх, кӑҫал халӑх нихӑҫанхинчен те лайӑх, нихӑҫанхинчен те хастартарах ӗҫлет иккен. Ҫынсем вӑрманпромхозран колхоза таврӑнчӗҫ, пӑчкӑ вырӑнне пуртӑ е сенӗк тытрӗҫ. Ҫав халӑх ҫӗкленӗвне халь пӗр самант та чакармалла мар…
Павел васкасах ҫӑвӑнчӗ, сухалне хырса, питне хӗп-хӗрлӗ пуличчен одеколонпа сӑтӑрчӗ. Шап-шурӑ кӗпе тӑхӑнса ҫухине пиншак ҫухави ҫинчен кӑларса ячӗ.
Пӗлет вӑл: ӑна Марье кӗтет. Самантлӑха Павел унӑн илӗртӳллӗ куҫӗсене курать, шап-шурӑ та тикӗс шӑлӗсем йӑлтӑртатса кулаҫҫӗ. Ҫухалать Марье куҫран. Вӑл Ленӑпа улшӑнать.
Павел килӗнчен тухса клубалла утать.
11. Телейлӗ чӗре тунсӑха йышӑнмасть
1
Кадышев правленирен тухса хире кайма хатӗрленнӗччӗ кӑна, ӑна телефон патне чӗнни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Вӑл трубкӑна пырса тытрӗ. Райком секретарӗн сассине тӳрех палласа илчӗ.
— Кахал йытта вил мулкач, теҫҫӗ. Телее пула, тӳрех сире тупрӑм, — янрарӗ хӑлхара Василий Иванович сасси ҫывӑхра калаҫнӑ пекех. — Мӗн эсир унта тӳрем ҫӗрех кӗпер хыватӑр?
— Мӗнле кӗпер? — ӑнланмарӗ Павел.
— Лайӑх клевер уйнех пӑсатӑр, теҫҫӗ. Мирон Семенович паян ятарласах килсе пӗлтерчӗ. Ҫапла хаҫатсем ҫыраҫҫӗ. Анчах эпир выльӑх-чӗрлӗх валли утӑсӑр тӑрса юлма пултаратпӑр. Васкама кирлӗ мар. Пирӗн улӑх-ҫарансем сахал, ҫавӑнпа клеверпа люцернӑнах пуҫ ҫапма тивет. «Сельская жизнь» Мускав облаҫне критиклет, пире мар.
Павел райком секретарьне йӗркипех хӑй шухӑшӗсене каласа пачӗ.
— Курӑкӗ пӗтнӗ пулсан, тӗрӗс тунӑ. Атту пирӗн хӑшӗ-пӗрисем лайӑх курӑксенех аркатма тытӑнчӗҫ. Паян ятарласа бюро пухрӑмӑр, ыран е виҫмине решени ярса паратпӑр. Тӗплӗн паллашӑр. Да, сирӗн плуг мӗн пачӗ унта? Эп сирӗн ҫинчен обком секретарьне каласа патӑм, ҫав тери интересленчӗ. Вырсарникун ятарласах килме пулчӗ.
— Канмалли кун-и? — тӗлӗнчӗ Павел.
— Унӑн вӑхӑт ҫукрах. Районта ытларах пуласшӑн. Павел Василий Ивановича малтан сухаласа акнӑ ҫирӗм гектар ҫинчи тулӑ питех те паха шӑтни, каярах юлса сухаланӑ вӑтӑр гектарӗ те шанӑҫ пани ҫинчен пӗлтерчӗ, хӑй хумханнине пытараймасӑр, васкаса, сӑмахсене пӑт-пат перкелесе калаҫрӗ.
— Парти ӗҫне те аван тытӑнтӑр. Анчах Ҫавалкасра пӗр пысӑк ҫитменлӗх пур: пирӗн йыш ӳсмест. Виссарион Маркович икӗ ҫул хушшинче пӗр ҫынна та илеймерӗ.
— Ҫыннисем пур, Василий Иванович. Икӗ колхозник заявлени пачӗ, Баранова хатӗрлетӗп, анчах выговор пирки тытӑнса тӑрать.
— Выговорӗ вӑл тарама-ха. Баранов партире пулма тивӗҫ каччӑ…
Райком секретарӗ шухӑшне пӗтереймерӗ, ӑна Шупашкар линийӗ чӗнсе илчӗ.
Павел, телефон трубкине хурса, урама тухрӗ. Марье ӑна кӑнтӑрла иртсен хирте тупрӗ. Улшӑннӑ вӑл пӗр талӑкра, нумай улшӑннӑ. Пит ҫӑмартисем туртӑннӑ, куҫӗ айӗнче ҫӗнӗ йӗр ҫуралнӑ, пӗтӗм куҫ таврашне кӑшт палӑракан кӑвак ункӑ сырса илнӗ. Пӗчӗк те кӑвак тути ҫилпе тата хӗвелпе кушӑрканӑ.
— Акӑ эпир ют та, — терӗ вӑл машинӑ ҫинчен аннӑ-анманах. — Сана паян ҫывӑрмасӑрах кӗтрӗм, — хаш сывларӗ вӑл. — Эп пачах та йӑнӑшман: сивлек те чунсӑр этем эс.
— Эп хам кӑмӑла ҫӗнтеретӗп, — тавӑрчӗ Павел. Ҫук, апла каласшӑн марччӗ вӑл урӑхларах каласшӑнччӗ. Ленӑпа паллашнине те пӗлтересшӗнччӗ.
— Кур-ха, тупӑннӑ пӑхаттир: кӑмӑлне ҫӗнтересшӗн, — кулнӑ пек турӗ Марье. Унтан тутине ҫырта-ҫырта пӗр хушӑ шӑпӑртах тӑчӗ.
— Чунсӑр эс, ҫапах манаймӑстӑп. Ав, куратан-и, Ҫавал леш енче ҫӗмӗртлӗх шап-шурӑ. Миҫе каҫ ҫывӑрса каяймасӑр ӗмӗтленнӗ эп ҫавӑнта санпа ларма. Тӑсӑлса выртӑттӑм та йывӑҫ айне, пуҫӑма сан чӗрҫӳ, ҫине хӳрса ҫур сехет сӑмах хушмасӑр сана куҫран пӑхнӑ пулӑттӑм.
Марье пӗр хушӑ шӑпланчӗ, унтан каллех шухӑшне малалла тӑсрӗ:
— Пӗлмен эп юрату мӗнне. Курман. Телей те, курман сансӑр пуҫне, юрату та… — пӑшӑлтатрӗ вӑл.
Марье сӑмахӗсем Павела вӗрилентерсе пӑрахрӗҫ, унӑн ӑна ӑшӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем калас килчӗ, анчах ҫемҫелӗхӗ вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулчӗ, вӑл йӑлтах урӑхла хуравларӗ:
— Иксӗмӗр хушӑра чӗре мар, ӑс-тӑн пулмалла.
— Кивӗ юрӑ, — тӳрех татса хучӗ Марье. — Лар, халь те пулин ҫӗмӗртлӗхе ҫитсе курар. Темиҫе минутлӑха кӑна.