Читаем Çавал сарăлсан полностью

Виссарион ашшӗн иккӗмӗш пуслӑхӗ пулнӑ. Марк Осипович Шупашкара лава кайсан тахӑшӗ курайманнипе вут тӗртсе янӑ та, пӳртре ҫывӑракан арӑмӗпе икӗ пӗчӗк ачи те ҫунса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Сурӑм енчи тӑван ялне пӑрахсах Ҫавалкаса куҫса килнӗ. Ҫапла инкек курнӑран-ши ашшӗ кил-йышӗпе питӗ кӑмӑллӑччӗ. Вӑтӑртан иртнӗ, килсӗр-ҫуртсӑр кӗтӳҫе Виссар амӑшӗ вунсаккӑртах качча тухнӑ. Пӳрчӗ вӗсен мунча пекех пӗчӗкчӗ. Амӑшӗ, Виссар ас тӑвасса, вырӑн ҫинче выртса курман: унта ура вӗҫлӗ тата икӗ пӗчӗк шӑллӗ ҫывӑратчӗҫ. Лешӗ килте ҫывӑрнипе ас тумасть вӑл: ҫулла ут кӗтӗвӗпе — улӑхра, хӗлле — лаша пӑхакансӗн ҫуртӗнче. Вӑрҫӑ умӗн вӗсем пысӑк пӳрт лартрӗҫ, ҫынсен ретне кӗчӗҫ.

Аса килеҫҫӗ те иртнисем, намӑс пек. Ашшӗ пурнӑҫне шутласан, темиҫе хут вӑйлӑ пурӑнать халь Виссар. Марк Осипович ҫыннӑнне шӑрпӑк та тивмен. Вилчӗҫ ваттисем. Таврӑнмарӗ ашшӗ вӑрҫӑран. Ашшӗ ачисене те ют ҫын пурлӑхне тӗкӗннине тӳсме пултараймастчӗ. Ҫапла пӗррехинче кӳршӗсен пахчине кишӗр-вӑрлама кӗрсен, урхалӑхпӑ туртса каснине халӗ те манман-ха.

— Ҫыннӑнне ан хапсӑн, — тенӗччӗ ашшӗ. «Ҫыннӑнне ан хапсӑн, — сиксе тапать тӑнлаври юн тымарӗ. Кирлӗ мар ҫыннӑн. Колхозӑнне кӑшт-кашт илни-и? Вӑл ҫыннӑн мар. Унта манӑн ӗҫ, манӑн вӑй-хал ҫуккӑ-и?»

«Эс йӑнӑштӑн», — сиксе тапать юн тымарӗ.

«Йӑнӑшатӑн? — ыйтать шухӑш.

— Пулма та пултарать, — килӗшет, вӑл. — Нумай кирлӗ-и ҫынна йӑнӑшма? Тепре чухне шурлӑх умне пыратӑн та, каҫса кайма та пулать пек. Ҫиелтен курӑк ӳссе ларнӑ. Ут та ут. Ярса пусатӑн та чӗркуҫҫи таран лапра ӑшне путатӑн. Уру вараланнипе, уру йӗпеннипех ҫырлахма та пулӗ, анчах ҫав путсӗр шурлӑх кӗлеткӳпех ҫӑтса яма пултарать…»

Виссарион Маркович, шухӑшӗнчен хӑтӑлас тесе, чей стаканӗ ҫине эрех тултарчӗ. Сывламасӑр ӗҫсе ячӗ. Нимӗн те ҫыртмарӗ. Сасартӑк ӑна пӑчӑ пек тӳйӑнса кайрӗ. Вӑл кӗпе тӳмисене те вӗҫертсе ӗлкӗреймерӗ: малтан чӗре чӑтмалла мӑр ыратса, чиксе килчӗ. Ӑна такам курӑнман та вӑйлӑскер кӑкӑртан пысӑк чӑмӑрпа ҫапнӑн туйӑнчӗ. Куҫ хуралса килчӗ, сывлӑш ҫитменнипе вӑл ҫӑварне карса пӑрахрӗ… Чунсӑр кӗлетке сак ҫине вӑйсӑррӑн тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Яланах ӗҫнӗрен тӗлӗксемпе айланакан Петӗр тепӗр виҫӗ сехетренех вӑранчӗ. Пуйӑс ураписем ҫаплах рельсӑ сыпӑкӗсене шутлаҫҫӗ, купере ҫаплах хӗрлӗ абажурлӑ лампӑ ҫутӑ сапать. Вӑл сӗтел ҫинче ларакан эрех кӗленчине ярса тытрӗ. Пушӑпа пӗрех. Эрехӗ тӗпӗнче кӑна. Ӑна кӗленче тутинченех ӗҫсе ярсан, ӑш кӑштах лӑпланнӑн туйӑнчӗ. Вырӑнӗ ҫинчен тӑмасӑрах кӳршине сӑнарӗ. Сӗтел ҫине витнӗ ейме усӑнса аннӑ, ҫавӑнпа вӑл Виссарион Марковичӑн питне курма памасть. «Аттине те хывайман иккен, урисем ҫӗрелле усӑнса аннӑ. Ман хыҫҫӑн татах ӗҫнӗ пулас…» — шухӑшларӗ Петӗр.

Кладовщик пуҫне ҫӗклерӗ. Унӑн куҫӗ умне турех парторгӑн кӑнтарса выртакан алли курӑнчӗ. Вал темшӗн шанса хытнӑ этемӗн аллине аса илтерчӗ. Ҫакна курсан, Петӗрӗн чӗри теме сиснӗ пек шиклӗн кӑртлатса илчӗ. Вӑл сиксе тӑчӗ.

Виссарион Маркович месерле кайса ӳкнӗ. Хулӑнман куҫӗсем маччаналла тӗлсӗррӗн пӑхаҫҫӗ… Ҫӑварӗнчен юн тухнӑ.

— Вӑрӑсем вӗлернӗ… — чӗтреме ерчӗ Петӗр. Вӑл тӳрех Виссарӑн хура чӑматанне ҫулса тытрӗ. Чӗтрекен аллисемпе чылай хушӑ чӑматана уҫасшӑн аппаланчӗ. Укҫа пачкисем курӑнса кайсанах вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ, вӗсене васкавлӑн хӑй чӑматанне персе чикрӗ. Унтан тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ:

— Виссара вӗлернӗ!

Петӗр купе алӑкне пырса ҫапӑнчӗ. Ӑна питӗрнӗ иккен. Уҫмаллине тулса атӑрчӗ, ҫаплӑ тискеррӗн кӑшкӑрса коридора чупса тухрӗ.

Виссара вӗлернӗ!

Проводницӑ чупса пычӗ, юнашар купесенчен вӑраннӑ пассажирсем кӗпӗрленсе тулчӗҫ. Ыттине Петӗр тӗлӗкри пек ҫеҫ ӑс тӑвать. Арзамасра шап-шурӑ халат тӑхӑннӑ икӗ арҫын наҫилккапа вакуна кӗчӗҫ, Петӗр милиционерсем хушшинче хӑй чӑматанне ҫӗклесе пычӗ.

Касса пӑхсанах паллӑ пулчӗ: Чӗре порокӗ. Ӗҫме тата хумханма юраман. Инфаркт ӑна вилмеллех ҫалнӑ. Никам та айӑплӑ мар. Ирӗке тухнӑ Петӗр телеграммӑ пачӗ, урӑх пуйӑс ҫине ларса килне кайрӗ…

…Виссар Марковича ял масарӗ ҫинех пытарчӗҫ. Уҫланка халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Тупӑка антарса лартсан, тӑнран тухас пек макӑракан Нина темиҫе хутчен шӑтӑка сикме тӑчӗ. Анчах ӑна ҫынсем алӑран вӗҫертмерӗҫ.

Хӗрес вырӑнне юман юпа лартрӗҫ. Тимӗрҫӗ Петӗрпе Павел тимӗртен ҫалтӑр касса кӑларса, палӑк тӑррине ҫирӗплетрӗҫ. Райком, вӑрманпромхоз, вӑтам шкулпа колхоз правленийӗ чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ. Пытарсан та темиҫе кун хушши масар ҫине хутларӗ халӑх.

5

Хур кайӑксен тӳпене савӑлласа вӗҫекен картисем кулленех курӑна пуҫларӗҫ. Вӗсем сассӑр, ӗречӗ-йӗркисене пӑсмасӑр Ҫавал ҫийӗн ҫурҫӗрелле вӗҫрӗҫ. Килчӗ вӗсен ҫуначӗсем ҫине ларса ҫуркунне, йӑлтӑр хӗвеллӗ, ӑшӑ ҫиллӗ ҫуркунне. Ҫичӗ ҫуллӑхӑн иккӗмӗш ҫуркунни килчӗ.

Кайӑк картине тапранмасӑр сӑнакан Павел пӗр сӑвва аса илчӗ. Ӑна вӑл сасӑпах каларӗ:

Хур кайӑксем темле инҫе вӗҫсен те,Килеҫҫӗ пӗр иленнӗ вырӑнах.
Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза