Читаем Çавал сарăлсан полностью

— Разрешени илсен — хӑть паянах. Володьӑн хӑйӗн йӗпе аттинех тӑхӑнма тиврӗ.

— Татах ӗҫ, — ҫыпҫӑнчӗ хӗрарӑм. — Ҫурхи шыв вӑл витӗр илет.

Володя пиччӗшӗие сыв пуллашса вӑрмана тухрӗ. Шӑнни иртсе кайрӗ, ҫан-ҫурӑм сӑрӑлтатса пӗҫерчӗ. Утнӑҫем вӑл ӳсӗрӗлсе кайрӗ. Тӳрех колхоз правленине каясшӑнччӗ, анчах пиччӗш тумтирӗпе тата йӗпе атӑпа кайма май ҫуккине аса илчӗ те килнелле утрӗ…

4

— Йӑнӑшмастӑп пулсан, эсир парти организацин секретарӗ пулас, — илтрӗ Павел хӑй хыҫӗнчи сассӑ.

Вӑл доклад ҫырма пӑрахса, пуҫне ҫӗклерӗ. Райкомол секретарьне тӳрех палласа илчӗ.

— Паллашар. Александр Петрович Завьялов.

— Павел, — пӗлтерчӗ каччӑ, райком комсомол секретарӗн хӗрӗнни пек ҫемҫе аллине чӑмӑртаса. —Питӗ хавас.

— Хавас-и, хавас мар-и, килтӗм, — пӗлтерчӗ Александр Петрович. — Клуб та вара сирӗн. Кунта шурӑ упасене ҫеҫ шӑнтмалла..

— Хутаҫҫӗ, ӑшӑнать. Телейлӗ эҫир. Пуху пулать паян. Ларӑр, — сӗнчӗ Павел пукан сӗнсе.

— Ларма та юрать. Калаҫмалли те пур, — килӗшрӗ вӑл, Павела хирӗҫ вырнаҫса. — Каҫарӑр, Павел, тӳрех сирӗнтен пуҫланӑшӑн. Ман шутпа парторганизаци секретарӗн пур тӗлӗшпе те таса пулмалла, Уйрӑмах ялта. Кунта культурӑ аялти пусӑмра тӑрать. Ҫавӑнва та пӑхӑр-ха хӑйӑр ҫине, — кӗсйинчен тӗкӗр кӑларса тыттарчӗ вӑл. — Пӑхӑр, пӑхӑр, — ҫине тӑчӗ Завьялов.

Павел хӑй питне мӗнпе те пулин вараланӑ пулӗ тесе тинкерчӗ. Ҫук, нимӗн те ҫук. Тасах. Вӑл Завьялов мӗн каласшӑн пулнине пӗлеймесӗр хумхана пуҫларӗ.

— Куртӑр-и?

— Мӗскер?— тӗлӗнчӗ Павел.

— Сухал, пиччеҫӗм, сухал. Чӑтма пултараймастӑп сухал хырман ҫынна. Мейӗр, — кӗсйинчен пысӑках мар ҫаврашка пластмассӑ коробкӑ кӑларчӗ вӑл. Ӑна будильник пек пӑрса заводить турӗ. — Мейӗр, хырӑнӑр.

Пӳлӗмре механизмлӑ бритвӑ чарлани янраса кайрӗ, Павел аптрасах ӳкрӗ. Салтакра, шӗр виҫӗ ҫул каялла, ӑна пӗррехинче сухал хырмалла тесе асӑрхаттарнӑччӗ. Унтанпа никам та шарламан. Хӑйне хӑй хуҫа халь. Виҫӗ кунта пӗрре хырать. Паян ӗнтӗ савӑнӑҫпа тата васканипе манса кайнӑ.

— Тавтапуҫ, пухуччен хырӑнатӑп, — хуравларӗ Павел хӗрелсе.

— Тасатӑр, тасатӑр, — ҫине тӑчӗ Александр Петрович. Итлеме тиврӗ.

— Пусарах, пусарах каллӗ-маллӗ шутар, — вӗрентрӗ райкомол секретарӗ.

— Вот, халь парторг тиме юрать, — Павел аллппчи бритвӑна илчӗ вӑл. Хупӑлчине уҫса вӗрчӗ, каллех макентош кӗсйине чиксе хучӗ.

— Тавтапуҫ, — тав турӗ Павел. Каччӑ ӑна килӗшрӗ. Тумланасса хӑй ҫӑмӑлттай пекрех тумланнӑ ӗнтӗ.

— Халь давай закурим по одной, — «Каэбек» пачкине кӑларчӗ Александр Петрович.

— Тавтапуҫ. Туртмастӑп.

— Шел… — пирус мӑштӑкне коробки ҫине шаккарӗ вӑл. — Никотин — наркӑмӑш, теҫҫӗ. Анчах вӑл пуҫ мимине ытларах ӗҫлеттерет. Пире тата парти работникӗсене хумханнине пытарма кирлӗ. Маркс та вӑйлӑ туртнӑ. Вӑл чӗлӗмне ҫӑвартан та кӑларман. Хӑвах шухӑшла: кашни ҫитменлӗхшӗн пире лекет, кашни сар сӑмса сана критиклет. Тӳсес пулать, ҫилленсен те ҫилленнине ан кӑтарт. Йытӑ пурнӑҫӗ. Сана ҫапаҫҫӗ — эс ан вӗр, сана хӑвалаҫҫӗ — эс ан кай. Хам эп историк. Аспирантурӑра вӗренетӗп. Комсомол мана темӑ пачӗ. Диссертаци ҫырма ӗмӗтленетӗп, атту пулсан тахҫанах шкула каймалла, — йӑл кулса илчӗ вӑл.

— Халӑхшӑн ӗҫлес япала ҫӑмӑлах мар, — килӗшрӗ унпа Павел. — Ҫапах пурнӑҫа йытӑ пурнӑҫӗпе танлаштарни ытла та гиперболизацилени пулать, Хӑлхана касать, хӑлхана ҫурать.

— Эсир шӳте ӑнланатӑр пулӗ тетӗп… Ҫитӗ сӑмах вакласа. Ӗҫ ҫине куҫар. Эп комсорг пирки канашласшӑн. Ман шутпа Володьӑна хӑтарма тивет.

Александр Петрович ӑна хӑй пӗлнине йӑлтах каласа пачӗ. Улах мыскарисем пирки сӑмахне шеллемесӗр ҫатӑртатрӗ.

— Ӑна ҫамрӑксем юратаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн вута кӗме хатӗр. Унран лайӑх ҫамрӑка тупма та ҫук, — хирӗҫлерӗ Павел.

— Пӗлетӗп мӗншӗн юратнине. Володя вӗсем хыҫҫӑн каять. Унашкал туяннӑ авторитет — йӳнӗ авторитет кӑна. Комсоргӑн массӑ хыҫҫӑн мар, малта пымалла.

— Эсир бюропа йышӑннӑ пулсан, лартӑр вӑл ыйтӑва та. Атту иксӗмӗр те трактор бригадинчен. Пӗри хӑть ирӗкленет. Анчах комсомолецсем килӗшес ҫук…

— Эп ӑна пӗлетӗп… бюрора та йышӑнман, вӑл ман шухӑш кӑна. Ытла тулӑксӑр ача. Хӑйне тытма пӗлмест.

— Кунта сире пулӑшаймӑп.

— Юрӗ, — сасартӑк килӗшрӗ Александр Петрович. — Ку Ҫурҫӗр полюсӗнче лариччен колхоз хуҫалӑхне пӑхар. Манпа пӗрле пымӑр-ши?

— Хаваслансах, — килӗшрӗ Павел. — Ӑҫтан пуҫлатпӑр? Эп хам та ҫӗнӗ ҫын вӗт. — Фермӑсене каяр.

Малтан сысна ферминче пулчӗҫ. Хром аттине пакӑлчак таран вараланӑ, макентошне хуратса пӗтернӗ Александр Петрович хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ:

— Сыснасене сысналла пӑхаҫҫӗ…

— Кӗҫех этемлех пӑхма пуҫлатпӑр. Кӑҫал ҫӗнӗ вите тӑватпӑр, сысна пӑхакансем каммунизмла ӗҫ ферми ятне илессишӗн кӗрешӗве тухаҫҫӗ, — хуравларӗ Павел.

— Ан тӗлӗнтер, — кулса ячӗ Александр Петрович. — Хӑвӑр шухӑшласан та ҫынна ан пӗлтерӗр. Атту Ҫавалкас чӑххисем кулса вилме пултараҫҫӗ. Мӗнле коммунизмла ӗҫ пултӑр ҫак фермӑра?

— Вӗсенчен пуҫлатпӑр тем тесен те. Куртӑн-и: хӗрсем епле салхуллӑ? Хӑйсен вӑйне ӗненмеҫҫӗ, ҫапах та пирӗн ӗнентермелле. Пирӗн фермӑ ҫине отачах та пӑхакан ҫук теҫҫӗ. Кунта эпир хамӑр айӑплӑ…

Комсомол райкомӗн секретарӗ шарламарӗ. Ӗне ферми ӑна йӑлтах савӑнтарса ячӗ. Общежитинче таса, вырӑнесене тирптерлӗ пуҫтарса хунӑ, хитре ҫи виттисемпе витнӗ. Стенасене хитре хутпа ҫыпӑҫтарнӑ.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза