Читаем Çавал сарăлсан полностью

— Туяннӑшӑн ырлатӑп пуль тетӗр-и? Ҫук. Воскресник ҫинчен те манса кайрӑр. Эсир коммунистсем-ҫке. Эпир тухмасан, комсомолецсем кутӑнлашса тӑрсан, ял кулать пирӗнтен. Шавларӗҫ-шавларӗҫ те, хут ҫине ҫырса хунипех ирттерсе ячӗҫ, тейӗҫ. Акӑ сана парти организацин авторитетне чакармалли сӑлтав тупӑнчӗ те. Кӑна эс, Гришка, аяккарах пытар, — эрех кӗленчине илсе хуҫине пачӗ Павел.

— Эпир воскреснике кайма тухнӑ та, — иккӗшӗ те харӑсах персе ячӗҫ трактористсем. — Хӗрсен ӗҫлеме аванрах терӗмӗр. Чӗлхе те лайӑхрах ҫаврӑнкалӗ, терӗмӗр.

— Ӗҫлеме кам ӗҫсе каять?

— Ну, мӗн турткалашса тӑратӑн, — эрех кӗленчине аллинче ҫавӑркаларӗ Гришка. Унӑн куҫӗсем Павел ҫине иккӗленчӗклӗн пӑхрӗҫ: уҫмалла-ши, уҫмалла мар-ши? — Виссарион Маркович пыра йӗпетни урана йӗпетни мар, тетчӗ. Шӑнса пӑсӑлас хуйхӑ ҫук. Хальхи вӑхӑтра кӗрсе ларасси те часах. Тухтӑрсем пек каласан, профилактикӑ тумалла.

— Ҫук, Гришка, ӗҫки пирӗнтен тарчӗ. Май уявӗнче е ҫур аки пӗтерсен ӗҫӗпӗр. Халь мар. Атьӑр, — хыпалантарчӗ Павел хӑнасене — ир ӗҫекен ҫынна тӳсме пултараймастӑп.

— Кӑна эс ытлашши. Юлташсене хисеплемен пек пулать. Эпир ыр сунса, парнепе, эс пире хирӗҫ кӗреҫепе, — хутшӑнчӗ Элекҫи.

— Юлташлӑх ӗҫкӗре мар, ӗҫре ҫуралать. Ак, ҫур аки пӗтерсен… Бригадира лартрӗҫ тесе мӑнна хуни мар ку. Тракторист тупиччен сирӗнпе ӗҫлетӗп. Ӗҫлекен ҫын нушине ӗҫлекен ҫын пӗлмест-и? Халӗ эсир уйри шырлансем патне кайӑр, эп ялти ҫырма хӗррине йывӑҫ лартнӑ ҫӗре кайӑп. Сирӗн пата йывӑҫсем Володя тиесе пырать.

Хапха умӗнче сыв пуллашрӗҫ.

— Апла каҫчен тӑхтама лекет, — кӗсйинчи эрех кӗленчине тӳрлетрӗ. Гришка.

— Тӑхтама лекет, — ассӑн сывларӗ Элекҫи. — Ку бригадир, Виссар мар, шӑнӑрлӑ…

Ав, Ҫавал леш енне каякан ҫулпа прицеп кӑкарнӑ «Беларусь» шӑвать. Маттур Володя, вӑл авӑ Салукана кайса йывӑҫ тиесе килет.

«Ӗҫӗпе те, чӗлхипе те пултарать, — шухӑшларӗ Павел. Ӑсӗ те ҫителӗклӗ. Пур колхозниксем те ун пек пулсан, пурте унашкал умрине курса ӗҫлесен, колхоз мӗншӗн юлса пытӑр?»

Кӗреҫе йӑтнӑ ҫынсем Ҫавал хӗрринелле те, уялла та, яла касса каякан ҫырмасем еннелле утаҫӗ. Ҫак хусканӑва эрнипех лӑпланма памалла мар. Мункун ӗҫкине пусарса ларттӑр вӑл. Кӗҫӗр клубра — мункун сиенӗ ҫинчен лекци. Лекцине ахаль ҫын мар, Хыркасси чиркӗвӗнче пачӑшкӑра тӑнӑ, халь учительте ӗҫлекенскер вулать. Ун хыҫҫӑн — «Чудотворная» кинокартинӑ. Ӑна колхоз тӳлесех кӑтартать. Анаткасра шкул ачисем концерт параҫҫӗ. Пӗтӗм халӑх клуба пухӑнмалла кӗҫӗр. Пылсӑрашӑн мар ҫунтӑр этем, ыррӑн та лайӑххӑн кантӑр. Ҫапнӑ пӗлтерӳ ват ҫынсене те хускатрӗ. Ӗнер авӑ миҫе старикпе карчӑк Павелран: «Клубра мӗнле пуп тухса калаҫать вара?» — тесе, чарсах ыйта-ыйта пӗлчӗҫ. Вӗсене халиччен курман япала ытла та кӑсӑклантарать-мӗн. Тавтапуҫ Василий Ивановича. Унӑн шухӑшӗ вӑл. Пуп пулнӑ ҫынна лайах кӗтсе илме хушрӗ вӑл.

Муталка хӗрринче хӑлӑх хӗвӗшет.

Ҫурхи шыв кунта яланах хастар: хӑвӑрт та чӑрсӑр.

Нимӗнпе те чарма ҫук пек туйӑнать ӑна: вӑл ҫырана ишӗлтерет, ҫулран ҫулах тарӑнлатса, сарса пырать. Ҫавах та кунта йывӑҫ лартма никам та шухӑшламан пулӗ ку таранччен. Колхозӑн ал ҫитмен, колхозниксем пирӗн ҫӗр мар, тенӗ пуль ҫав.

Ҫулла ҫырма типсе ларать. Шывӗ автан качине те йӗпетенмест. Ҫыранне вара кӑвакал курӑкӗ, шыв хупахӗ ӳссе ларать.

— Эхе, парторг, кая юлтӑн! — аякранах кӑшкӑрчӗ колхоз председателӗ.

Трофим Матвеевич ҫӗлӗкне пуҫ тӳпине хӑпартса лартнӑ. Кӗске сӑран тужуркине карта юпи ҫине хывса ҫӑкнӑ. Хӑй хӑмӑр ӑшӑ кӗпепе, галифепе, кирзӑ атӑла.

— Йӗкӗте нумайрах ҫывӑрсан та юрать, — Павел хутне кӗчӗ колхоз председателӗпе юнашарах шӑтӑк алтакан Санька.

— Кайри мала тухакан-ха, — тавӑрчӗ вӗсене Павел.

— Сан кӗлеткепе кая юлсан, ҫӗр те чӑтас ҫук, — сасартӑк пырса тӑчӗ тимӗрҫӗ Петӗрӗ. — Вӑрман енче ҫын сахалтарах, ҫавӑнпа пулӑшу ыйтма килтӗм, — терӗ вӑл.

— Тӑхтӑр, унталла анатпӑр. Килекен ҫынсене сирӗн пата ярса тӑрӑп, — хуравларӗ председатель.

Ҫынсем ҫырман икӗ енӗпех саланнӑ. Хӑшӗсем колхозниксен анкартисене те кӗрсе кайнӑ.

— Трофим Матвеевич, — кӑшкӑрать леш енчи ҫырантан Анна, — хуҫисем тухсан, пире ҫапса пӑрахаҫҫӗ.

— Ан хӑрӑр, — тавӑрать председатель. — Хам кунта, йывӑҫ лартамасан, анкарти картисем ҫеҫ мар, сарайӗсем те ҫырмана каяҫҫӗ. Хӑйсене кайса чӗн-ха, тухса алтчӑр.

— Вӗсен килӗнче комсомолец ҫук, — тавӑрать Анна.

— Ку колхоз воскресникӗ.

— Юрӗ эппин, — кӗреҫине лартсах чупать Анна. Павел пӗр пирус туртса ярас вӑхӑтрах икӗ шӑтӑк алтса пӗтерчӗ, виҫҫӗмӗшне пуҫларӗ.

Ҫырма икӗ енӗпех икшер рет лартма килӗшрӗҫ. Ҫырма хӗрнерех — йӑмрасемпе тирексем, шаларах — ҫӑкасемпе вӗренесене. Кунта йывӑҫ пӗр вунӑ сехет тӗлнелле ҫеҫ тиесе ҫитме палӑртнӑ, ҫавӑнпа ҫынсем, шӑтӑк алтса пӗтерме тӑрӑшрӗҫ.

— Кур-ха, ал тупанӗ хӑпарса та тухрӑ, — Павел патне пычӗ Трофим Матвеевич. — Ытла тур пилӗкленсе кӑйнӑ.

— Эсир хӑвӑр ан чавар, кӑтартусем пӑрса ҫӳрӗр, — кулчӗ Павел.

— Иксӗмӗр тухман пулсан, ҫакӑн чухлӗ ҫын тухатчӗ тетӗн-и? Кур-ха, мӗн чухлӗ халӑх! Унашкал ӗҫ ҫинче ҫеҫ пулать. Учительсем те юлман. Вӗсене Ҫавал хӗррипелле ятӑм. Тӳлӗк, Василий Иванович калашле, «Сизов ӗҫе» анчах ан пултӑр. Хуппа ҫыхмасан качакасемпе сурӑхсем пӗр йывӑҫне те хӑварас ҫук.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза