— Сизов мар, — кулчӗ Павел, — «Сизиф ӗҫӗ». Эсир калани тӗрӗс. Ял хушшинчисене ҫыхма тивет.
— Эп ҫӗтӗк михӗсем илме яратӑп. Витесем патӗнчи пӗве хӗрринче пӗлтӗрхи курӑс хупӗ тӗ сахал мар. «Сизиф ӗҫӗ» ан пултӑр, — кулӑпах тавӑрчӗ председатель. — Кам вал Сизиф? Тутар-и, туркӑ-и? — кӑсӑкланчӗ вӑл.
— Авалхи легендӑ паттӑрӗ вӑл. Турӑсене ҫиллентернӗшӗн Зевс ӑна ӗмӗр тӑршшепех ту тӑррине пысӑк чул хӑпартма хушнӑ. Лешӗ хӑпартса ҫитерме кӑна тӑрать — унӑн чулӗ аялалла кусса анса каять. Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫапла, — хуравларӗ Павел.
— Тулӑксӑр ӗҫ, эппин. Эп тӗрӗс ӑнлантӑм-и?
— Тӗрӗс.
— Вӗреннин усси пурах. Манӑн тепре чух кӗнеке мар, хаҫат вулама та вӑхӑт ҫук… — тӗксӗмленчӗ Трофим Матвеевич. — Ну, эп кайрӑм. Йывӑҫсем ҫитнӗ ҫӗре ҫыхмалли те пулать.
Председатель кӑмӑллӑ пулин Павела хумхантарать. Унӑн сасартӑк Трофим Матвеевича пӗтӗмпех-пӗтӗмпех каласа кӑтартса, каҫару ыйтас килет. Нимӗн пытармасӑр. Ан тив, вӑл судья пултӑр, вӑл татса калатӑр. Анчах ҫӑвар уҫӑлмасть.
…Кӑнтӑрла иртсен йывӑҫ лартса пӗтерчӗҫ, ял варринчисене курӑс хупӗсемпе, ҫӗтӗк михӗсемпе ҫыха-ҫыха лартрӗҫ. Анчах ҫынсем саланма васкӑмарӗҫ, Муталка урамӗнчи йӑмрасем патӗнче кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.
— Пӗлтӗр ку вӑхӑтра ҫур ял ӳсӗр, кӑҫал юрӑ та илтӗнмест, — калаҫма пуҫларӗ Санька.
— Эсӗ те урах та, кам ӗҫтер? — тӗксе илчӗ Петӗр.
— Маншӑн ан кулян, санӑн та пыр тӑваллах мар. Май уявне пур пӗрех тӑватӑп, — хӗрӳленчӗ Санька.
— Саншӑн хӗлӗпех Май уявӗ, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Трофим Матвеевич. Кӑнтӑрла ӳсӗр курсан, турех пилӗк ӗҫ кунӗ штрафлатӑп.
— Маншӑн пилек ӗҫ кунӗ мӗн вӑл, — кулса ячӗ Санька.
— Вӑл-ку, тарам. Эсир, арҫынсем, яланах ӗҫкӗ ҫинчен калаҫатӑр. Паян ак чиркӗве каякансем те ҫук, — хушса хучӗ Анна.
— Мӗнле ҫук? Ҫӗркаҫах Прухур мучи тухса утрӗ.
— Пӗр ҫын-и?
— Ҫук, тата Манах Яккӑвӗн арӑмӗ.
— Вӑт мӑшӑр! Прухур мучи Яккуран арӑмне туртса илетех пуль, — кулса ячӗ тахӑшӗ.
— Каҫхине пурте клуба пырӑр. Халь кам ӳркенмест, Ҫавал леш енне Володьӑсене пулӑшма айтӑр, — чӗнчӗ Павел.
— Вӗсен хӑйсен те йыш пысӑк, — хирӗҫлерӗ Петӗр.
— Ма каяс мар? Апат ҫиес те, атьӑр, — килӗшрӗ Санька. — Анна, эс пыратӑн-и?
— Йӗппинчен ҫиппи ӑҫтан юлтӑр? — тӗксе илчӗ каллех Петӗр.
Санькӑпа Анна иккӗшӗ те тимӗрҫе кӳренӗҫлӗн пӑхса илчӗҫ.
— Тӗрӗс, парторг. Воскресник воскресник пек пултӑр. Кунӗпех ӗҫлес. Эпӗ те пыратӑп, — кӗреҫине хул пуҫҫи ҫине хучӗ Трофим Матвеевич.
6
Юлашки вӑхӑтра иккӗшӗн хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсех пычӗ. Иртсе кайрӗ Санькӑн кӳлешесси те, хӑюлланчӗ вӑл. Кинора та час-часах пӗрле ларчӗҫ, каҫсерен каччӑ фермӑна ҫӳрерӗ, хӗре килне ӑсатса ячӗ. Юрату татуллӑ. Ашшӗ-амӑшӗсем сисрӗҫ пулин те, нимӗн те шарламарӗҫ, ҫамрӑксем хӑйсем каласса кӗтрӗҫ. Санька ҫӗркаҫ Аннапа пӗрле вӗсем патне кӗчӗ. Ашшӗ фермӑраччӗ, хӗр амӑшӗ ӑна савӑнӑҫпах кӗтсе илмерӗ пулсан та, каччӑ аптӑраса ӳкмерӗ.
— Эпир Аннапа калаҫса татӑлтӑмӑр… Пӗр сӑмахпа, ҫур аки иртсен туй тӑвасшӑн… Акӑ ман философи…
Кирек те мӗнле хӗр амӑшӗ те ҫав хыпара кӗтет. Ҫапах та ӑҫтан пӗлетӗн-ха вӑл хӑш вӑхӑтра ҫитессе? Акӑ вӑл нимӗнех те калаймасть халь. Каччи те хӑйне урапа тапсах ятлаҫасса кӗтет. Ҫук, ятлаҫмасть амӑшӗ, хӗрӗ ҫине ҫеҫ иккӗленӳллӗ те ыйтуллӑ куҫпа пӑхса тӑрать.
Ҫамрӑк хӑй савӑнӑҫне пытараймасть: пытарма, палӑртмасӑр тӑма вӗренеймен-ха. Аннан куҫӗсем епле илӗртӳллӗ ав, утмӑл турат чечеке пек, ҫав чечеке сывлӑм шӑрҫи ҫутатнӑ тейӗн: ялкӑшаҫҫӗ вӗсем, каччӑ ҫинчен те кайма пӗлмеҫҫӗ. Тути те телейлӗ, унта йӑл кулӑ хуҫаланать.
— Халь ҫамрӑксем ашшӗ-амӑшӗсенчен ыйтмаҫҫӗ пулӗ, — хуравларӗ амӑшӗ чылайран. — Эп мӗн ашшӗпе калаҫӑр.
— Эсир хирӗҫместӗр пулсан, эп сире паянтан апай теме пуҫлатӑп. Юрать-и, апай? — ыйтрӗ каччӑ.
Епле хӗрарӑм чӗри ан ҫемӗҫтӗр хӑйне хисеплесен? Ав, самантрах иртсе ларма та сӗнчӗ, каччӑн ашшӗпе-амӑшӗн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Вӑл хирӗҫес ҫукки палӑрчӗ ӗнтӗ.
Анчах ашшӗ?
Микула мучи Санькӑна юратманнине пурте пӗлеҫҫӗ. Паян вӗсем тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫывӑхӗнче тӗл пулчӗҫ. Яланхи йӑлипе Микулай мучи ӑна каллех ятлама пикенчӗ.
— Какуй эс бригадир, ӗҫке ҫеҫ хӑваласа ҫӳретӗн. Ҫаксем кам плугӗсем? Ыттисем илсе кайса пӗтерчӗҫ, эс пур, ҫаплах ал ҫитерейместӗн. Шкул ачисем, ак, ураписене тимӗр-тӑмӑршӑн пама кӑларса каяҫҫӗ. Кайран ман шыраса ҫӳре. Пӗччен епле ӗлкӗрӗп-ха эп? Ферми те, тракторӗсем те, тимӗрҫӗ лаҫҫи те манӑнах. Йытӑ мар вӗт эп таҫта та чупма.
Ҫук, мучи хальхинче ытла кӳрентермеллех каламарӗ. Ҫавна сиссе каччӑ хӑюланчӗ.
— Вырӑн ҫук. Вырӑн тупӑнсан илсе каятӑп. Ӑнлантӑн-и, атте? — персе ячӗ вӑл.
Хуралҫа ку вӗри шывпа сапнӑ пекех туйӑнчӗ. Вӑл пит-куҫне шӑмарса каччӑ патнех ҫывхарчӗ.
— Ас ту, тӑмана! Эп хам чӗрӗ чух сана хӗр чӗрине кӑтартас ҫук. Мана улталаймӑн, ман пуҫа ҫавӑраймӑн! Эп хӗрарӑм мар…
Санька пӑрахса утрӗ ун чух. Пӑсӑлчӗ унӑн кӑмӑлӗ. Анчах ӑш канӑҫа ҫухатрӗ. Халӗ вӑл хӗрпе шарламасӑр утса пычӗ-пычӗ те тӳрех персе ячӗ:
— Анна, сан аҫу хирӗҫ. Мана вӑл хӗр памастӑп, терӗ.
— Тупнӑ кулянмалли, — кулать хӗр, — вӑл мана кашни кунах ятлать пулсан та, эпӗ сана каламастӑп. Эп ӗмӗрех аттепе пурӑнас ҫук, вӑл манӑн тӑшманах пулмӗ…
Санькӑсен ӗни чирлесе ӳкнӗ, ҫавӑнпа Аннана чӗнсе илчӗ вӑл.
Амӑше вӗсене пусма вӗҫӗнче кӗтсе илчӗ. Вӑл хыпӑнса ӳкни палӑрать.