Читаем Çавал сарăлсан полностью

Ҫук. Еплеччӗ тата вӑхӑчӗ! Шап-шурӑ ҫурӑлнӑ ҫӗмӗртсем хӑйсемпе хӑйсем кантӑк умӗнче киленетчӗҫ. Шӑпчӑк ҫӗрӗпе юрӑ шӑрататчӗ. Кам пӗлет, тен, вӑл вӗсемшӗн кӑна каҫӑхса кайса юрланӑ? Тен, пахчара та вӗсен телейӗшӗн кӑна ҫӗмӗрт шурӑ пӗркенчӗкпе пӗркеннӗ? Ҫапла туйӑнатчӗ Трофим Матвеевича, ӑна ҫӗр ҫинче утнӑн мар, пӗлӗтре вӗҫнӗн туйӑнатчӗ. Унӑн чи хитре арӑм, вӑл вӑрах вӑхӑт авланмасӑр пурӑнни сая каймарӗ.

Юлташӗсемпе тусӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пысӑках мар туй. Унтан кану. Тӗлӗкри пек, пӗр шухӑшсӑр иртсе кайрӗ чӑп-чӑп уйӑхӗ…

Пӗр каҫхине, утӑсем ҫулас вӑхӑт ҫитсен, Трофим Матвеевич темӗнле сас илтнипе вӑранса кайрӗ. Марье йынӑшать-мӗн. Упӑшки сиксе тӑрса арӑмӗн вырӑнӗ патне чупса пычӗ.

— Тас пар! — шӑлӗсене качӑртаттарчӗ Марье. — Чунсӑр! Эп вилсен те тӑрса пӑхмастӑн.

Трофим Матвеевич тавҫӑрса илчӗ.

— Мӗн тӑватӑн эсӗ? Мӗн тӑватӑн? — чупкаларӗ вӑл.

Хам пӗлетӗп. Ҫуттине сӳнтер.

Марье урӑх чӗнмерӗ. Юн кайнипе тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӑнне ҫухатрӗ.

Куҫҫуль пӗрчи кӑларасчӗ хӑйӗн. Трофим Матвеевич врача чӗнесшӗн пулчӗ, анчах арӑмӗ тархасласа йӑлӑннинчен иртме пултараймарӗ.

Шурса кайнӑ сӑнлӑ Марье ирхине вырӑн ҫинчен нимӗн пулман пекех тӑчӗ, васкамасӑр тумланчӗ.

— Ӑҫта каятӑн эсӗ?

— Маншӑн эс ӗҫлетӗн-им?

— Тӑнсӑр. Е сан вилес килет-и?

Упӑшки ӑна пур пӗрех ӗҫе ямарӗ. Ҫапах пӑсӑлса юлчӗ. Усал ӗҫ турӗ вӑл. Трофимран ыйтмасӑр. Ҫаксем аса килчӗҫ колхоз председательне.

— Ҫавӑншӑн каҫармастӑп. Халь ача вунна ҫитмелле, — саспах мӑкартатрӗ Трофим Матвеевич. Анчах ӗшенни тата эрех сыпни хӑйсеннех турӗҫ: вӑл сисмесӗрех ҫывӑрса кайрӗ.

Марье пӳрте кӗнӗ чух упӑшки ҫывӑратчӗ ӗнтӗ. Утиялне те, простынне те тапса сирнӗ. Пырса юсарӗ. Хывӑнсан, тӗкӗр умӗнче чылайччен пӑхса тӑчӗ. Шухӑшлӑ куҫӗсем улшӑнса ҫӗнелчӗҫ тейӗн: пысӑк савӑнӑҫпа ҫиҫеҫҫӗ. Анчах савнӑҫ хӗлхемӗ нумая пымасть, кӗҫех сӳнет. Каллех куҫсем шухӑшлӑ. Ҫӳхе тути хитрен, йӗрӗлче пек пӗрӗнчӗ, вара вӑл хӑй ҫине хӑй пӑхса пӑшӑлтатрӗ:

— Курӑпӑр… Эс манӑн пулатӑн… Манӑн кӑна. Марье шухӑшласан тӑвать.

Диван ҫине кайса ларчӗ. Чунӗ тӑвӑлса килчӗ, Марье вара нумай ҫулсем хушшинче пӗрремӗш хут сасӑсӑр макӑрса ячӗ. Куҫҫуль тумламӗсем шапӑртатрӗҫ, вӗсенӗ вӑл шӑлмарӗ те.

4

— Сан пуҫу пур-и? Паян шыв кайнӑ та, халь тин килсе калатӑн. Наряд эп каҫхине панине пӗлместӗн-и? Ӗнер килтех пулнӑ пуль вӗт эс, аҫа ҫапманскер. Пӗр сӑмахпа, хӑвӑн пӳртӳ тӑрринче пӗр пӗрчӗ юр та ҫук, ферма витисем ҫинче каштасем хуҫӑлмалла юр выртать. Хӑв эс председатель пулнӑ. Мӗнле ертсе пынӑ эс — пӗлместӗп, — ятлаҫрӗ Трофим Матвеевич.

Павел ӑна сассинченех палласа илчӗ. Темшӗн-ҫке тата пӳлӗм алӑкне те уҫах хӑварнӑ. Кунта сас илтӗнме мар, пӗтӗмпех курӑнать. Качча хӑйне те ҫийӗнчех асӑрхарӗҫ, вӑл вара «юрать-и» тесе кӗрсе кайрӗ, сывлӑх сунчӗ. Колхоз председателӗ ырӑ та, хура та чӗнмерӗ, пуҫӗпе ҫеҫ алӑк патӗнче ларакан пукан ҫине сӗлтсе кӑтартрӗ. Павел лармарӗ-ха.

Унӑн сассине илтнӗ Федор Васильевич та каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ахӑртнех, вӑл ӑна палламарӗ пулас.

— Юрӗ, юрӗ. Ҫын та, нимӗн те ыйтмастӑп текех, — мӗскӗннӗн тавӑрчӗ хӑй, каллех председатель енне пӑхса. Унтан пиҫиххи хушшинчен тухса кайнӑ пушӑ ҫаннине йывӑр япала ҫакса янӑ пек суллантармасӑр ҫаврӑнса утрӗ. Алӑкне ҫилленнӗ ҫын пек мар, хуллен хупса хӑварчӗ. Тулти пӳртре хӑма чӗриклетрӗ, кӗҫех ҫенӗк алӑкӗ шалтлатрӗ.

Колхоз председателӗ малтанах шарламарӗ. Тем ҫинчен шухӑшларӗ-ши вӑл е Федор Васильевич йӑлтах тухса каясса кӗтрӗ. Пӗлме хӗн. Кӗҫех Трофим Матвеевич хура куҫӗсемпе Павела чӑрсӑррӑн тӗллерӗ. Малтанхи хӗрӳлӗхне ҫухатмасӑр, калаҫӑва малалла тӑсрӗ.

— Пӗр сӑмахпа каласан, уралантар колхоза ҫакнашкал ҫынсемпе. Каснӑ-лартнӑ качака таки. Сӗчӗ те, ҫӑмӗ те ҫук. Мӗнле ӗҫ шанса парас ман ӑна? Кӑларса ярас — ҫемйине выҫтарса вӗлерет. Ҫуралаҫҫӗ ҫӗр ҫине ҫавнашкал щупка этемсем. Туртса пыр вара вӗсене пушӑ урапа туртнӑ пек. Чӑмласа паратӑн та, ҫӑтса яма пӗлмест. Хӑлтӑртатма ӑста хӑй.

Председатель хӗрӳллӗ калаҫни Павел кӑмӑлне каять. Ал сулланисем те вырӑнлӑ, куҫӗсем те чунра мӗн пуррине пытармаҫҫӗ. Ҫамки ҫине анса выртнӑ хытӑ хура ҫӳҫӗсем ҫеҫ ӑспа ӗҫлекен ҫыннӑнни пек мар. Ҫавӑнпа-ши, ансӑртарах пӗчӗк ҫамки темӗнле сивлеклӗхе пытарать, ҫӳхе тути ҫынна хӗрхенми чунсӑрлӑхпа хытса ларнӑ.

— Лар, лар, — терӗ вӑл Павела. — Ура ҫинче тӗрӗслӗх ҫук. Ӑҫтан?

— Ҫавалкассемех.

— Ну? — тӗлӗнчӗ председатель. — Каҫарӑр, паллаймарӑм… Сӑлтавсӑрах мар пулӗ: е эсир манран сулхӑнра пытанса ларатӑр, е хулара ӗҫлетӗр.

— Сулхӑнра халланма вӑхӑчӗ пулман, — хуравларӗ Павел, председателе тӳррӗн пӑхса. — Кадышев эп. Казахстанран килтӗм.

— А-а-а. Таҫта илтнӗччӗ. Курма килтӗн-и?

— Ҫук, яланлӑхах.

— Колхозрах ӗҫлесшӗн-и?

— Ӑҫта пултӑр тата?

— Ырлатӑп ҫеҫ, — тӑчӗ председатель. — Ырлатӑп. Аҫу пӳртне пушӑ лартни те килӗшмест. Анкартипе эпир усӑ куртӑмӑр ӗнтӗ. Кӑҫал ӗҫлетӗн пулсан, пӗтӗмпех паратпӑр. Тракторисчӗ вӗт-ха эс? Пӗр сӑмахпа каласан, сан валли трактор та пур. Паянах йышӑн.

— Тавтапуҫ шаннӑшӑн, — тӑчӗ Павел та.

— Тӑхта, Виссарион Маркович патне хут ҫырса паратӑп. Вӑл сирӗн бригадир, — каллех парчӗ председатель. Умӗнче выртакан блокнотран пӗр таса листа тӑпӑлтарса илсе васкасах ҫырчӗ, унтан Павела тыттарчӗ.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза