Читаем Çавал сарăлсан полностью

— Илмен, — хуравларӗҫ пӗри те тепри.

— Парам сире илмен! — янрарӗ Виссарион Маркович. — Пӗр-пӗр залчаҫшӑн кама та пулсан сӗртӗр пулӗ-ха.

— Так, — пырса тӑчӗ Володя. — Малтан шав кӑларма параппанӗ кирлӗ. Ӗнер кунта кам газикпах килнине аса илесчӗ. Ҫав урапасене шприцларӗ те шприцне кӗлете хума манса кайрӗ.

— Кам килнӗ кунта?

— Хӑв пулмасан кам пултӑр.

— Ну? Эп ас тумастӑп-ҫке.

— Склероз тапранать ӗнтӗ. Парторг шӑпланчӗ.

Кӑвакал пек тайкӑланса кукӑр ураллӑ Хапас Петӗрӗ ҫитрӗ. Бригадир, ӑна асӑрхасан, йӑлтах хыпӑнса ӳкрӗ, ҫырма та пӑрахрӗ:

— Ыттисем пурте пур. Мӗнле пай ҫитмест — кала. Тытӑн халь юсама, — васкатрӗ вӑл Павела.

Хапӑс Петӗрӗ шарламарӗ. Хӑрах урине вӑл маларах шутарчӗ те, брюки кӗсйинчен эрех кӗленчин пуҫӗ курӑнса кайрӗ.

— Итлӗр-ха, — кӑшкӑрчӗ парторг. — Матвеевич ыйтсан-тусан калӑр, эп апат ҫиме каятӑп.

— Кайрӗҫ кӳпме, — тарӑхса юлчӗ Володя.

— Урӑх ӗҫмӗ. Унӑн каҫхине правление ҫитмелле, — терӗ Павел.

— Мӗнле ӗҫмӗ вӑл. Ҫур литр ҫавӑрса хурсан пӗр-икӗ сехет выртса ҫывӑрать те — каллех урӑ. Хӑй ӳсӗр чух унран запаслӑ пайсем шӑйӑрма лайӑх. Кӑмӑле те уҫӑ, хӑй те мӗн панине манса каять.

Павел урӑх калаҫса тӑмарӗ. Вӑл юр ӑшне путнӑ тракторӗ патне утрӗ. Хӑйшӗн ҫывӑх механизаторсен йышне тепӗр хут туйса илнӗскер машинӑна сӗм ҫӗрлечченех юсарӗ.

3. Эх, ҫамраклӑх! Шухӑ-ҫке, шухӑ…

1

Трактора юсаса пӗтересси пулмарӗ. Тепӗр кун ирех Виссарион Маркович Павела килне пырсах вӑратрӗ.

— Симун мурӗ чирленӗ тата. Пӗр сӑмахпа каласан, колхозӑн икӗ вакун удобрени килнӗ. Паян йӑлтах турттарса кӑларасшӑн. Эс унта паянлӑха Симун тракторне кӳл-ха. Ҫара ҫунинех кӑкар, эсир пӗрчӗллӗ супперфосфат тийӗр.

Хирӗҫсе тӑма аван мар пек туйӑнчӗ, Павел васкасах тракторсем патне тухса утрӗ.

Машинӑна вӑл вӗри шывсӑрах тапратрӗ, анчах ун валли пӗр ҫуна та тӑрса юлман. Автомашинӑсем тӑракан гаража кайса икӗ прицеп урапи кӑкарма тиврӗ. Ҫавӑнпа вӑл станцӑна ытти трактористсенчен каярах юлса ҫитрӗ. Автомашинӑпа ҫитнӗ колхозниксем фосфорит ҫӑнӑхне пушатаҫҫӗ. Пӗтӗм тупик таврашӗнче кӑвак тусан явӑнать.

Хӑйӗн черечӗ часах ҫитӗс ҫуккине курсан, Пазел комбинезонне трактор кабинине хывса пӑрахрӗ те апат ҫиме кайрӗ. Ҫывӑхра вокзал ресторанӗ ҫеҫ. Вӑл та пӗчӗкрехскер кӑна. Вокзалра вара халӑх туллиех. Пурте таҫта васкаҫҫӗ, нумайӑшӗсем официанткӑран: «Кӗҫех пуйӑс килет», тесе хӑвӑртрах апат ҫитерме тархаслаҫҫӗ. Хӗвӗшекен халӑха Павел пайтах курнӑ, ҫавӑнпа та вӑл васкамасӑр чӳрече ҫумӗнчи сӗтел хушшине пырса ларчӗ. Илемлӗ сӑн-питлӗ ҫамрӑк официанткӑ самантрах ун умне пырса тӑчӗ. Хӗрӗ чӑнахах вӑр-варскер пулчӗ, кӗҫех унӑн умӗнче купӑста яшки пӑслана пуҫларӗ. Ӑна ҫисе яма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, официанткӑ ун умне иккӗмӗшне те пырса лартрӗ, ҫав хушӑрах темӗнле палланӑ сасӑ Павела ятран чӗнчӗ.

Ку сасӑра ытларах чӗнни мар — тӗлӗнни палӑрчӗ. Каччӑ пуҫне ҫӗклерӗ. Галя! Мӗнле улшӑнса кайнӑ вӑл. Ултӑ ҫул иртнӗ! Хӗр чухне те ҫавракарах пит-куҫӗ халь татах тулли. Йӑрӑс пӗвӗ хулӑнланнӑ. Питне-куҫне сӑрланӑ, ҫавӑнпа-ши, сӑнӗ-пичӗ темӗнле ют пек курӑнать. Тӳлек те мӑн кӑмӑллӑ куҫӗсем ҫеҫ ҫаплипех, вӗсенче ҫынна илӗртекен хӗлхем пур. Унӑн ҫумӗнчех вӗр-ҫӗне шинель тӑхӑннӑ артиллери капитанӗ тӑрать. Хӑй шуранка та тӑрӑхларах питлӗ.

— Ырӑ кун пултӑр, Галя, — пичӗ пӗҫернине туйрӗ Павел. Хӗрарӑм сӑнран пачах та улшӑнмарӗ, капитан енне ҫаврӑнчӗ.

— Гришенька, эп сана пӗлтерменччӗ пулас. Павелпа эпир тӑххӑрмӗш класа ҫитиччен пӗрле вӗреннӗ.

— Паллашма хавас. Гриша, — вырӑсла хуравларӗ упӑшки.

— Павел, — ҫӗкленчӗ каччӑ. Вӑл хӑйӗн хул пуҫҫийӗ ҫӳллӗш те ҫук офицерӑн черченке аллине ҫирӗппӗн, вӑтанмасӑр пӑчӑртарӗ.

Галя ҫумри пукан ҫине ыйтмасӑрах ларчӗ.

— Эсир хӑҫантанпа кунта? Лар, лар, Гришенька — упӑшкине пукан шутарса пачӗ вӑл. — Сире Казахстанра теместчӗҫ-и?

Галя ӑна «эсир» тесе чӗнни ытла та хӑлхана касмалла тата юттӑн илтӗнчӗ. Вӑл хӑй чӗри темӗнле вӗчӗрхенӳллӗн сӳлетсе кайнине туйрӗ, анчах хӑйне часах алла илчӗ.

— Яла ҫитни кӗҫех эрне пулать.

— Ӗҫлеме те тытӑнтӑр-и?

— Куратӑр ак. Паян станцӑран удобрени турттарма килтӗмӗр.

Ашшӑн калаҫма тӑрӑшрӗ пулин те, сӑмахсем тӳрккессӗн тухрӗҫ. Ӗненмелле те мар. Мӗн ачаран юратаканпа ҫапла калаҫмалла-ши вара? Е Павел Гальӑна юратнине упӑшки пӗлмест-ши? Сӑнӗнчен ӑна-кӑна сисме ҫук.

— Эсир халь механик-и? Инженер-и? Сире вӗренет тетчӗҫ.

— Вӗренесси вӗренкелетӗп те, трактористрах ӗҫлетӗп-ха.

— Ик алла пӗр ӗҫ. Ҫавах мар-и? — лӑплантармалла хушса хучӗ Галя. Унӑн куҫӗсем Павелӑн фуфайкине кӑшт куларах тата ютшӑнарах сӑнанӑн туйӑнчӗҫ. Павел та пуҫне ҫӗклерӗ. Ун ҫине мӑй тавра хунӑ хура тиллӗн шупка кӗленче куҫӗ темӗнле чунсӑррӑн пӑхнӑн туйӑнчӗ. Галя куҫӗ пек курӑнчӗ вӑл Павела.

Павелӑн калаҫни-туни килӗшмерӗ-ши Галя упӑшкине, часах вӑл ҫӗкленчӗ:

— Эсир калаҫӑр. Тата тепӗр сехетрен пуйӑс килмелле. Черет йышӑнас, атту кассӑ патне пыраймӑн та, — вартах ҫаврӑнса утрӗ офицер.

— Упӑшкам ман… Юратать… — тем каласшӑн пулчӗ Галя.

— Аван, — персе ячӗ Павел.

— Эс апатна ҫи, ан вӑтан, — «эс» ҫине куҫрӗ Галя.

— Вӑтанасси те пулӗ сирӗн пек чиперккесенчен.

— Кулӑрах ӗнтӗ.

Кулӑпа хула ҫавӑраймӑн, тетчӗҫ. Хӑвӑр еплерех пурнатӑр?

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза