— Ой! упа! — кӑшкӑрчӗ Анна, ыратнӑ аллине силлесе. Ӑна вӑл пӗчӗк ача пек вӗре пуҫларӗ.
— Тӗрӗ. Чехов калавӗнчи упа. Анне ҫавнашкал ҫуратнӑ, кӳршӗ хӗрӗшӗн ӳстернӗ. Кӳршӗре сансӑр пуҫне хӗр ҫук. — кулчӗ Павел.
— Ларатӑн епресе. Атя, клуба тухса кур. Пӗччен таврӑнасси турчкапа ҫухрӑм виҫессипе пӗрех. Иккӗн килме савӑнӑҫлӑрах пулӗ.
— Ташлама эп ухутах мар. Кино уйӑхӗпех пулман, теҫҫӗ.
— Будкӑ ҫук тесе кӑтартмаҫҫӗ. Кӗҫӗр вӑрманпромхозран концертпа килнӗ. Кайран ташӑ. Ытла кичем сан пуртре. Санашкал пӗччен пуранас пулсан, эп тунсӑхласах вилсе каймалла, — калаҫрӗ Анна.
— Асаттесем радиосӑрах пурӑннӑ — шӳтлерӗ Павел. Тӑхта ак, телевизор та илӗп. Ҫавалкас та пӗр ҫултах ял пулман. Пурне те тума вӑхӑт ҫитмест. Икӗ эрне алла кӗнеке тытман. Ыранах института ӗҫ ҫырса ямалла.
— Ыран та кун пур.
— Ырантан ырхан пусать.
— Эп паян юлашки ӗҫ ҫырса ятӑм.
— Хӑв ӗҫлетӗн, мана клуб тӑрӑх сӗтӗретӗн.
— Ку ӗҫне эп пырӗ текелесе васкасах ҫыртӑм.
— Пырӗ тени пыра каять, — каллех шӳтлерӗ Павел. Иккӗшӗ те кулса ячӗҫ. Анна ҫеҫ кӑштах кӑмӑлсӑрланчӗ:
— Ытти ҫынсемпе эс ятлӑ ҫын пек калаҫатӑн. Манпа эс — пӗчӗк ача.
— Ан васка, яш ача пулам ак. Урӑхларах калаҫӑп.
— Пулӑп тени пулла каять, — тавӑрма май килнишӗн савӑнчӗ Анна.
— Юрӗ. Ҫуркунне пулӑ яшки ҫитерӗп. Халь эп тӑхӑнам-ха. Клуба-тӑк — клуба.
Павел тӗпеле кӗрсе хӑмӑр костюм тӑхӑнса тухрӗ. Галстук ҫыхрӗ. Анна ӑна тӳрлетме пулӑшрӗ. Каччӑ шӳтлесе хӗре икӗ чавсинчен тытса ҫӗклерӗ.
— Яр, упӑ… — кулчӗ хӗр.
Урамри чӳрече патӗнче такам кӑштӑртатнӑн туйӑнчӗ. Ӑна Павел ҫеҫ илтрӗ. Каччӑ аллинчен вӗҫерӗннӗ Анна алӑк патне кайса тӑчӗ.
— Качча каяс хӗрпе ан йӑшӑлтат, Васка, — хушрӗ Анна.
Ҫутӑ сӳнтерсе пӳртрен тухрӗҫ. Урамра Павел хӗре хулӗнчен ҫаклатрӗ.
3
Санька Павелсем патне кӗрсе каякан Аннана уттинчен те, кӗлеткинчен те палласа илчӗ. Чӗнес — ырӑ мар, юриех эс кашни каҫ пирӗн алӑк патӗнче ҫӳретӗн теме пултарать. Павел патне кӗрес, кам пӗлет, чӑрмантарни ҫеҫ пулӗ? Тен, Анна кӳршӗ каччине юратать? Хӗр никама та кӗтмен пулсан, Санькӑпа ҫепӗҫрех пулма кирлӗ. Павелах кӗтнӗ ӗнтӗ. Мӗншӗн тата пӳрт ҫуса патӑр? Кумаллӑ пулни мӗн вӑл? Хӗреснашшӗ хӗрӗ. Тӑван мар, йӑлтах ют юн. Сахал-и халь унашкал пӗрлешекенсем? Чиркӳ саккунӗ паянхи ҫамрӑксемшӗн нимӗн те мар, ӑна-кӑна пӑхсах тӑмаҫҫӗ.
Апла пулсан? Вара пӗтӗм ҫунни, хӗр хуравне кӗтсе пурӑнни сая каять.
Кӗрес. Павел унӑн юлташӗ-иҫ. Пӗрле ӳснӗ, пӗрле ҫара кайнӑ. Анчах тем вӑтантарать, тем кӗртмест. Урасем хӑйсемех униче хапхинчен уялла илсе тухаҫҫӗ. Атӑ кӗли путать те йӗрне пичетлесе хӑварать. Юлашкинчен: «Кӗретӗп», тесе шухӑшларӗ.
Ҫутӑ ҫӳхе карӑ витӗр урамри ҫула хыпашлать. Чӳречерен пырса пӑхас. Вӑрӑллӑ пулать те. Ан тив…
Шалти чӳречен тарланӑ кантӑкӗсем макӑраҫҫӗ. Йӑр та йӑр юхса анаҫҫӗ йӗр хӑварса тумласем. Чӗре макӑрнӑн туйӑнать вӗсене курсан. Вӑшт та вӑшт иртеҫҫӗ пӳртри мӗлкесем. Тӗпелтен пӗри тухрӗ. Вӑрӑмскер. Павел ку. Уйри чӳрече патӗнчен тепри ҫитрӗ. Пӗчӗкскер. Аппа ку. Вӗсем пӗр мӗлке пулса пӗрлешрӗҫ.
Чӗре тапмах чарӑнчӗ. Ҫӑвар типсех кайрӗ, пырта сывлӑш катрамланса ларчӗ. Санька пӗшкӗнсех карӑ хушӑкӗнчен пӑхрӗ. Нимӗн те курӑнмасть. Хӑлхасем те канма кайрӗҫ: нимӗн те илтӗнмест.
Уртӑннӑ чӳрече хӑлхашки чӗриклетрӗ. Санька такам курасран хӑранӑн васкасах ҫул ҫине тухрӗ. Куҫ умӗнче ҫаплипех шалти хутӑн кантӑкӗсем макӑраҫҫӗ.
Хирелле утрӗ. Павелсен пӳртӗнчи ҫутӑ сӳнсен ҫеҫ униче патнерех ҫывхарчӗ. Хапха шалтлатрӗ. Павелпа Анна алла-аллӑн тытӑнса урам тӑрӑх анаталла анса ҫухалчӗҫ.
Санька килнелле утрӗ. Ҫывӑракан ашшӗпе амӑшне систермесӗр сакайри нӳхрепрен сӑра ӑсса тухрӗ. Ӑна ӑшӑтмарӗ те. Вӗри мунча чулӗ ҫине шыв сапнӑ пек чашлӑтса анса кайрӗ кӑчама. Ӳсӗрӗлчӗ каччӑ. Клуба вӑл концерт пӗтсен ҫеҫ ҫитрӗ. Вӑрманпромхоз хӗрӗсемпе ҫеҫ ташларӗ. Шахматла вылякан Володьӑпа Павел патне те пымарӗ. Унтан купӑсҫӑна «цыганочка» кӗввине калама ыйтрӗ. Пӗчченех, баяниста ывӑнтаричченех, ташларӗ. Куҫӗсем ун нимӗн те курмаҫҫӗ пек, каччӑ самаях хӗрӗнки палӑрать. Ташша вӗҫлесен яланхи йӑлипе музыканта пуҫ тайса клубран тухрӗ. Алӑка шартлаттарса хупнипе стена ҫумне ҫакнӑ лампӑсем ҫулӑмлӑ чӗлхисене тӑсса такама витлерӗҫ. Кӗмерӗ Санька текех клуба, курӑнмарӗ…
…Каччӑ ҫӑмӑл шухашлӑрахчӗ. Вӑл ашшӗпе амӑшӗн кӗҫӗн ывӑлӗ, килӗнчи пурнӑҫӗ тӑнӑҫ. Хӑй тулли ӳтлӗ, вӑтам пӳллӗ. Ҫавракарах пит-куҫлӑ, тӳрӗ сӑмсаллӑ. Ҫӑра та хура ҫӳҫӗ кӑтра. Сарӑрах хӑмӑр куҫӗ вырӑнта тӑмасть.
Вӑрманпромхозра диспетчерта ӗҫленӗ чухне вӑл пӗр каҫхине хӑй евӗрлех кӑтра ҫӳҫлӗ Нина Шурупова техника, тепӗр каҫхине Лена Лескова кассира ӑсататчӗ. Пӗр каҫхине пӗрне, тепӗр каҫхине тепӗрне ыталаса чуп тӑвасси уншӑн тӗлӗнмеллпех пулман. Хитре! Хитрешӗн нумай хӗр чӗри арча пек уҫӑлать те вырӑн парать. Кӗвӗҫсен те пытарать, хирӗҫсен те килӗшет. Хитрелӗх — ҫут ҫанталӑк парни. Санька унпа вӑтанмасӑрах усӑ куратчӗ.
Район центрӗнчи килне каймасӑр, ӑна шӑматкун ялти фельдшер пункчӗн заведующийӗ, ҫӳҫӗсене водород перекиҫӗпе хӗретнӗ Лида Пакетовӑ, кӗтетчӗ.