Кӗвӗҫекен — хӑй кӗвӗҫнӗ ҫын ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе хӑвӑрт пӗлет, кӗвӗҫекеншӗн шӳтлесе каланӑ сӑмах та час-часах чӑнлӑх. Виҫӗ хӗр те пӗр-пӗрне аван паллакан ҫеҫ мар, ҫитменлӗхсене те пӗлекен пулчӗҫ. Тахӑшне ытларах кӑмӑллатчӗ Санька. Пӗлме ҫук. Унӑн чӗри чул евӗрлех пулнӑ пулас, хӗр асапӗсем ӑна тӗкӗнмерӗҫ те. Вӑйӑ картинче-и, клубра-и — унӑй кӑшт шӑл витӗр тухакан сасси янӑрать, унран маларах никам та ялта «цыганочка» та, чӑваш ташшине те ташлама пултараймасть. Те унӑн ташшине, те унӑн хитрелӗхне ӑмсанакансем ӑна «пӗрремӗш сорт каччӑ» тесе тӗккелесе те илеҫҫӗ.
Утмӑлтан иртсен ват ҫын куҫӗ тӑван ҫӗр ҫине час-часах ҫӳҫенсе пӑхать. Вӑл ӑна тӑрантараканӗ, усраканӗ ҫеҫ мар, ӑна ӗмӗрлӗхех йышӑнаканӗ. Утмӑлтан иртсен алла туя кӗресшӗн, ура утӑмне шутлать. Санькӑн ашшӗпе амӑшӗ те тахҫанах утмӑл урлӑ каҫнӑ. Кин мар, кин ачи ҫамрӑклатать ватта. Анчах старикпе карчӑкӑн ҫамрӑкланасси пулмарӗ-ха.
Туй тума хатӗрленӗ сӑра та ахаль ӗҫкӗрех кӑпӑкланчӗ, туй ачисем сиксе авас урай та тӑван-пӗтен урисемпе тӗрленчӗ, туй арӑмӗсен шӳлкемисемпе вӑчӑрисем те, тухйисем те арчаран тухмарӗҫ; туйсене ҫӳреме юратакан мыскараҫӗ та йытӑ тирне параппан валли ҫӗртме тислӗк айне хураймарӗ, ҫӗнӗ параппан пулмарӗ; ашшӗ те кинӗн минтерӗ ҫинче лараймарӗ, амӑшӗ те парне кӗпи тӑхӑнаймарӗ.
Юлашки икӗ ҫулӗнче тем пулчӗ Санькана, тем улӑштарчӗ унӑн пурнӑҫне. Тепӗр чухне час-часах ӳсӗр, тепӗр чухне уйӑхшар нимӗн те сыпмасть. Ӗлӗкхи мӑнаҫлӑх, хӗрсем ҫине ҫиелтен пӑхни палӑрсах каймасть халь. Ҫулсем иртнӗ май «сортлӑхӗ» чакать-ши? Пӗл качча. Тен, теприсен лӗпки ҫирӗм виҫӗ-ҫирӗм пилӗк ҫулта тин питӗрӗнет?
Вут хутмасӑр тӗтӗм тухмасть, ҫӗр сӑмахсӑр ял пулмасть. Этем улшӑнмалӑх сӑлтавӗ пурах ҫав…
Пӗлесчӗ сирӗн Ҫавалкассинче ҫӗнӗ ҫула мӗнле кӗтсе илнине. Пуш ҫамка текен тӑвайкки патне мӗн иртенпех халӑх куҫать. Ҫак тӑвайкки урлӑ урӑм пуҫӗнчен тытӑнса Ҫавала юхса тухакан Сӑнар шывӗн ҫыранӗ хӗрнех пырса тухать. Тӑвайкки тӑрринче тӳпенелле кармашнӑ тӑватӑ хурӑн пас тытнипе юмахри тӗрӗ пек туйӑнать: ытла та чӑлт шурӑ вӗсем. Лӑпӑс-лӑпӑс кӑтра турачӗсем ҫураҫса кайнӑ хӗр пек тарӑн шухӑшлӑ. Ҫулла кунта уявсенче вӑйӑ карти кӗрлет. Тӗр-тӗр вӑйӑ салансан хурӑнсен ҫумӗнче мӗн шуҫӑм киличченех пӗр-пӗринчен уйрӑлайман хӗрпе каччӑ шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса тӑраҫҫӗ. Телей пуриншӗн те пӗр мар: хушша хура кушак та кӗрет, юрату тимӗр мар — арканать, урайне ӳкнӗ тӑм чӳлмекле ҫурӑлать. Уйӑхлӑ-ҫӑлтӑрлӑ е хура чаршавлӑ каҫсенче хурӑнсен шурӑ чӑлхи ҫинче ҫӗҫӗпе касса ҫырнӑ ятсем ҫуралаҫҫӗ. Сӑхакан хут ҫине чернилпа ҫырнӑн, йывӑҫсем ӳснӗ май, саспаллисем сарӑлаҫҫӗ, пысӑкланса кӑмпаланаҫҫӗ. Ҫулсен чуппи кивӗ ятсене ҫухатать, ҫӗннисене хушать.
Юрату хурӑнӗсем. Ҫапла ят панӑ вӗсене Ҫавалкассем. Ҫакӑнта пухӑнаҫҫӗ ҫынсем ҫӗнӗ ҫула. Ҫамрӑкки ӗмӗтленет, ватти — иртнине аса илет. Кам ҫунашкапа килет, кам йывӑҫ тӑркӑчпа, хӑшӗсем тенкелпе е ятарласах пӑрлантарнӑ валашкасемпе. Ҫемьеллисем ҫара ҫуна туртса килме те ӳркенмеҫҫӗ. Купӑс сасси те, сивӗ сывлӑшра янӑракан ҫамрӑксен юрри те, мыскарапа ҫуралнӑ кулӑ та пӗр вӗҫӗм малаллах, малаллах талпӑнакан пар лаша шӑнкӑравӗ евӗр лӑпланусӑр.
Тепӗр чухне сулӑнчӑк ҫапнипе ҫуна ҫур тӑвайккинчех тӳнсе каять, ларса пыраканӗсем шурӑ юр тинӗсне чӑмаҫҫӗ. Хӗрсемпе хӗрарӑмсем ял илтмелле кӑшкӑрашаҫҫӗ. Ура ҫинӗ тӑрсан — хӑрани иртет, силлесен тумтир ҫумне ҫыпҫӑннӑ юр та уйрӑлать, хӗве сивӗ ҫапни те манӑҫланать.
Уяв. Асран кайми тӑван ҫӗршыв уявӗ — яшшине ҫунатлантараканскер, ваттине — яшлантараканскер.
Санька ун чухне кӑнтӑрла ҫитиччен хуплӑ ҫуна туртса килнӗччӗ. Хӗрӗнкӗ каччӑн чарусӑр куҫӗ тӑвайккинчен ярӑнса анакан мӑшӑрсене сӑнарӗ. Хурӑнсем патӗнче темиҫе хӗр тӑратчӗҫ.
— Ну, кӑсӑясем, килӗр-ха, вӗҫтеретӗп.
— Лида Пакетовӑна вӗҫтер.
— Ӑна та, сире те. Вырӑн ҫитет. Килӗр тата, мӗн курнӑҫланатӑр? — чӗнчӗ Санька.
— Анна, кай, — тӗртрӗҫ хӑйсен ушкӑнӗнчен пӗрине.
— Анна, кил, — чӗнчӗ каллех Санька.
Ыттисем каччӑн йӑлине аван пелеҫҫӗ иккен. Сахал-и вӑл пӗр ҫуна хӗр тиесе тӑвайккинчен анса ҫитиччен пӗрерӗн-пӗрерӗн юр ӑшне пӑрахса хӑварнӑ?
Анна кӗттерсе тӑмарӗ. Санька ӑна ларма пулӑшрӗ, ҫунине тапса ячӗ. Ҫуна аялалла ыткӑнчӗ. Каччӑн аллисем хӗре ытамласа илчӗҫ… хӗре хӑй ҫумнерех пӑчӑртарӗҫ. Тапкаланакан, вӑрҫакан Аннана каччӑ темиҫе хутчен чуп турӗ…
— Хитре. Мӗнле эп ӑна ку таранччен асӑрхаман? — вӗҫрӗ каччӑн пуҫӗнче шухӑш.
Аяла анса ҫитсен Анна каччӑ ытамӗнчен вӗҫерӗнчӗ. Санька хӗр куҫӗнчен юхса аннӑ куҫҫуле асӑрхарӗ. Тен, ҫилпе тухнӑ? Мӗншӗн-ха тарӑхтӑр хӗр хӑйне чуп тунӑшӑн?
Анчах урӑхла пулса тухрӗ. Анна Санькӑна темиҫе хутчен питӗнчен ҫупса ячӗ.
— Акӑ сана, намӑссӑр, акӑ! — пӑшӑлтатрӗ хӗр. Анна улӑхри юр кӗрчӗ тӑрӑх аша-аша аяккалла чупса кайрӗ. Санька ҫаплипех пӗрре путакан, тепре ҫӗкленекен пӗчӗк пӳллӗ хӗр кӗлеткине тинкерчӗ. Хӗр яла кӗрсе ҫухалчӗ. Сакька вара ҫунине пӗчченех туртса хӑпартрӗ те килнелле утрӗ. Унӑн чунӗ темӗнле вырӑнта марччӗ ҫав вӑхӑтра.