— Юрать турӑ кама арҫын тумаллине пӗлсе тунӑ. Костя чармасть, ҫурхи шыв таса, тет. Эс пур, ӗҫлеме тытӑнман, хушма та пикенетӗн. Эс мана шыв турттарса пар, эп вара йӑтмӑп. Халех сӑмсуна ытла ҫӳле ан каҫӑрт.
Анна, фермӑ заведующийӗ патне кайса, шыва Ҫавалтан турттарма хушрӗ.
Хапӑс Хветӗрӗ, вӑтам пӳллӗ, аллӑсене ҫывхаракан арҫын, Трофим Матвеевич киличчен колхоз председателӗ пулнӑскер, яланхи йӑлипе янахӗ ҫине тухса ларнӑ пысӑк шӗпӗнне хыпаларӗ. «Шыв? — тӗлӗннӗ пек пулчӗ фермӑ заведующийӗ. — Ҫуркунне кам Ҫавала каять? Эс хӑв ӗнӳсене унти шывпа шӑвар, мана хушса ан ҫӳре, ман хамӑнах пуҫлӑх пур. Трофим Матвеевич кашни кунах ман тире пӗрер хут сӗвет».
Анна хӑй ветеринари фельдшерӗ пулса ӗҫлеме тытӑнни ҫинчен калама хӑяймарӗ. Вӑтаннипе хӗрелсе кайнӑскер, аптекӑ енне ҫаврӑнса утрӗ. Унӑн сӑмахне нимӗн вырӑнне те хуманшӑн йӗрсе те пӑхрӗ. Хуйхи-суйхи аптекӑ йышӑннӑ чух ҫухалчӗ. Ун чухне общежитине Хветӗр кӗнӗччӗ. Анна эмелсемпе аппаланнине курсан, тӗлӗнчӗ пулас: ӳсӗркеленҫи турӗ, Костьӑран пирус илсӗн, тухҫа кайрӗ. Анна ӑна сиввӗн пӑхса ӑсатрӗ.
Акӑ халь, кормокухньӑ патне шыв турттарса килекен заведующине курсан, Анна савӑнса кайрӗ. Хветӗрӗн сулахай алли ҫук: вӑрҫӑра хӑварнӑ. Малтан протез тӑхӑнатчӗ, халь пушӑ ал ҫаннине ҫыхҫа ҫеҫ лартать. Хӑрах алпа ӑна тилхепе тытма та йывӑр, лашине пӑрнӑ чух тилхепе вӗҫне шӑлпа ҫыртса туртать.
— Вӗсен ҫын ҫитмест пулмалла, хӑй шыв турттарать, — шухӑшларӗ Анна. — Те мана ҫилленнипе хӑй кайнӑ?
Хӗр тухма хатӗрленсе шкапа питӗрчӗ кӑна, алӑка шаккамасӑрах Санька кӗчӗ. Атӑпа, кӑвак плащпа. Ҫар карттусӗ айӗнчен кӑтра ҫӳҫ пайӑркисем курӑнаҫҫӗ. Ҫурхи ҫилпе тата хӗвелпе пичӗ тӗксӗмленнӗ, тути ҫуркаланнӑ.
— Кӗтменччӗ пуль? Эпир «целинник» те мар, орден та илмен.
Анна ун ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑран пулас, каччӑ сасартӑк шӑплакчӗ, пуҫне ҫӗрелле пӗкрӗ.
— Эх, Анна! Шанаттӑм, кӗтеттӗм. Шаннӑ кайӑк йӑвара пулмарӗ.
— Мӗне шанаттӑн? Мӗне кӗтеттӗн? Мӗн пулнӑ сана? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Анна.
— Пӗлмене перетӗн апла? Вӑхӑта ма ахаль сая ярас. Ме, вуласа тух. Акӑ ман философи…
Хӗре конверт тӑсса пачӗ, вӑртах ҫаврӑнса пукана ӳкерчӗ, алӑк патне ҫитсен ҫеҫ: — Ҫӗнӗ ӗҫре лайӑх ӗҫлемелле пултӑр, — тесе хӑварчӗ.
Пӳрт алӑкне яриех уҫса ярса вӑл кӑштах Микулай мучие ураран ҫапса ӳкермерӗ, каҫару ыйтмасӑрах авӑнакан ҫенӗк хӑмисене силлентерсе утрӗ.
— Эппей! Пыл хурчӗшем тапӑннӑ упалла урша кайнӑ, — янраса юлчӗ мучи.
Каччӑ хӑлхине Николай Андреевич сӑмахӗсем кӗмерӗҫ те.
Ашшӗ сӑнран улшӑннӑ хӗрне курсан, ыраттарнӑ сӑмсине хыпаласа качча тата ытларах ятла пуҫларӗ:
— Анушах тӑмана. Улати калашле, колхош аппендицичӗ. Пушӗнче хӗр те ӗшкӗ. Кам ӑна бригадирта тытать? Хам Матвейчӑ пулшан ӗшрен мар, колхошран кӑларша яратӑп. Тӑхта эп ӑна… — тулалла васкасах тухрӗ вӑл.
Анна конверта уҫрӗ.
«Анна! Пирӗн юрату аманчӗ ҫеҫ мар, вилчӗ те пуль ӗнтӗ. Эс ытла та мӑн кӑмӑллӑ. Ҫавах ман шанчӑк пурччӗ-ха, сӳнменччӗ. Кампа вӑрмана — ҫавӑнпах кӑмпана, тесе шухӑшлаттӑм. Хамӑн пурнӑҫра, хамӑн ӗмӗре санпа пӗрлештересшӑн ҫунаттӑм. Халь те ҫавах-ха…
Пирӗн атте час-часах ҫапла калать: каччӑ автан, хӗр чӑх мар. Шухӑш килнӗ ҫӗртех авланаймӑн. Ват ҫын самахӗ тӗрӗс. Эп сана темиҫе хутчен те хам чӗрене сӗнтӗм — эс тиркерен. Ах, тирӗк тӗпӗ лекесчӗ тиркекене! Каҫар, тен, йывар та калатӑп пулӗ. Каллех ваттисен сӑмахне ас илмесӗр чӑтаймастап: сурӑх тӑвара, хӗр ятлӑ качча юратать. Эсӗ те ав вӗренни еннех пахатӑн. Мӗн калӑн: каччи ахалли мар: унӑн портретне те аш турамалли ывӑс пысӑкӑшӗх тӳса журналта пичетлеҫҫӗ. Кӳршӳсем-ҫке. Шӑхӑрсан та тӗл пулма пулать. Хӑвах каҫатӑн тата.
Телейсӗр эп. Тӑлӑх ҫӳҫе пек ытла та васкаса кӑчкӑ кӑлартӑм. Ак халь тӑм та тиврӗ: шанса типрӗҫ плюш пек яка юрату кӑчкисем. Анчах ҫавна асра тыт: телей этеме сывлӑш пекех кирлӗ. Кам ӑна ҫынсене тупма чӑрмантарать, кам ура хурса такӑнтарать — вӑл путсӗр. Вӑл хӑй телей мӗнне пӗлмест! Вӑл суккӑр! Акӑ ман философи.
Хитрене курма, ӑслипе пурӑнма лайӑх теҫҫӗ. Хитре те, ӑслӑ та эс. Пирӗнешкел ахаль ҫынсем ҫине пӑхас ҫук пулин те, ҫавах тепӗр хут шанас та килет. Хӑв панӑ сӑмаха манмасан, мана кӑштах та пулни хисеплетӗн пулсан, этем вырӑнне хурсан, тӗттӗмленсенех юрату хурӑнӗсем патне тух. Кӗтетӗп. Татах кӗтетӗп. Тухмасан… ӗмӗрлӗхех сыв пул…»
Йӗпетрӗҫ хӗрӗн куҫҫуль тумламӗсем клеткӑллӑ тетрадь листи ҫине ҫырнӑ ҫырӑва, сарса ячӗҫ симӗс чернилпа ҫырнӑ саспаллисене. Чӑтаймарӗ чун та: пыра чӑмӑркка капланса ларчӗ. Йӗни ҫеҫ ҫӑмӑллатать ӑша. Анна сасӑсӑр, лӑпланаймасӑр макӑрчӗ.
Санька… Юратать-ши хӗр ӑна? Ҫӗнӗ ҫул катаччийӗ. Ӑсатусем. Каччӑ ӑна пӗрре те пуҫсӑр пек туйӑнмарӗ. Ыталама мар, алӑ пама та вӑтанать. Ҫӗнӗ ҫулта ӗнтӗ ӳсӗрпе чуп турӗ. Кайран.. Е юратсан ҫын именет? Чӗлхи пур вӗт-ха унӑн. Юрататӑп, тесе каламалла мар-и? Атту яланах пӗр горӑ: качча пыратӑн-и е ҫук?
Ашшӗ Санькӑна юратмасть. Вӑл такамшӑн та паллӑ. Хӗрне каччӑ ӑсаткалать тени амӑшӗн хӑлхине пырса кӗрсен, тӑтӑшах ятлаҫрӗ.
— Тупнӑ вӗҫкӗне. Ял йытти вӑл. Кулать санран. Тӑкампа та ҫӳрерӗ. Хӑв хыҫҫӑн ура ярса ан пустар.