Читаем Çавал сарăлсан полностью

— Арлан тӑпри тетӗн? Ҫавна ҫиеле кӑларса ҫӗре пӑсрӑр та эсир, катемписем, — шӗвер пӳрнипе Володя ҫине тӗллерӗ Микулай мучи. — Яраҫҫӗ акапуҫне трактор туртнӑ таран, ҫиеле кӗл кӑна сирпӗнсе пырать. Ӗлӗк ман ана та Хурӑнвар уйӗнче пулнӑ. Тислӗкне тӑкма та ытлашшиех тӑкайман пӗр ӗнепе пилӗк-ултӑ сурӑх тислӗкӗ анкарти валли те ҫитмест. Мулкач, кашкӑр тула тухнисене эп шута илместӗп, тӑкнӑ пуль теҫҫеттин ҫине пӗр вунӑ лав, ҫапах ҫур пилӗкрен тӑватӑ урапаран кая илмен. Мӗншӗн тетӗн? Тарӑн сухаласа кӗл кӑларман. Халь Хурӑнварта мӗн ӳсет? Тырӑ тес, тырӑ мар. Акма этемех акать те, шӑтса тухсан шуйттан акса кайнӑ пек. Ман пуҫра ҫӳҫ унран ҫӑрарах, — пӑхлатса кулчӗ хуралҫӑ. Вӑл Володьӑна хирӗҫ чӗнтересшӗн тӑрӑшать-мӗн. Лар-ха, пӗччен никампа сӑмах хушмасӑр? Ҫӗрле пӗччен, кантӑрла пӗччен. Халь чӗлхе хурҫӑ шӑлсене перӗнет те яш чухнехи пек кӗҫӗтсе каять.

— Эс, Микулай мучи, ҫын куҫӗнчи шӑрлӑка курма юратан. Катемпи, катемпи, тесе ларатӑн, — йӗкӗлтерех калаҫать Володя. — Сан вырӑнта пулсан, эп ӗҫлекен ҫын патне пыриччен, карчӑкне ыталаса выртмалла. Чӗлхӳ айне пӑрӑҫ хутӑн-им? Вообще эс, юлашки вӑхӑтра, сознанисӗр элемент пулса кайрӑн, — ӗҫне пӑрахсах тӳрлетсе тӑрать Володя. Хӑй гимнастеркӑ вӗҫҫӗнех, ҫӗлӗкне ӗнси хыҫне антарса лартнӑ. Тарпа йӗпеннӗ сарӑрах ҫӳҫӗ ҫамки ҫине усӑнса аннӑ. Чӗкеҫ шатриллӗ пичӗ кӑмрӑк тусанӗпе хуралнӑ.

Мучи хӑйен тӗллевӗ пурнӑҫланнӑшӑн савӑнчӗ. Каччӑ «вӑлтана хыпрӗ», текех пӗччен мар. Чӗлхене ҫӗтес тесен, ҫамрӑк та ӳксех юлмасть.

— Ӗҫӳнтен ытларах чӗлхӳ, Улати. Аҫу санашкал марччӗ. Карчӑк пирки сана ҫавна калам: малтан авлан, пурӑнса кур, кайран хӑвах пӗлетӗн. Суснанисӗр алимент пирки ытлашши палкан, эс хӑв Трофим Матвейчӑ пӳлӗмӗнчи телефонӑн типӗ алименчӗ пек алимент — сӑмаххисене юриех пӑсрӗ мучи. — Эс те телефон пек ытларах янкӑртаттаран. Авлавмастӑн, ҫӗршыва чун хушса усӑ кӳместӗн. Шухӑшла хӑвах: эсӗ-и е эпӗ суснанисӗр алимент. Эп «холостяк» тӳлеместӗп, — йӑл кулса ячӗ мучи. Ҫӑра куҫ харши айне путнӑ куҫӗсем шӑши тытнӑ кушакӑнни пек ялкӑшма тытӑнчӑҫ. Вӑл тӗпленсех калаҫма хатӗрленчӗ: хӗлӗх пӑралукпа чӗлӗм чӑпӑкне тасатса вӗрчӗ, пирус кӑларса табакне ватса кӑларчӗ.

— ВолоДя! Минутлӑха кил-ха, куваллӑ ҫапмалла, — кӑшкӑрчӗ тимӗрҫӗ лаҫҫинчен Павел.

Каллех калаҫасси путланчӗ. Каччӑ хуралҫа пӗчченех хӑварса лаҫа чупрӗ. Тӑлаххӑн ларса юлчӗ трактор ҫуни ҫинче Микулай мучи.

Ҫӗркаҫ сырса илнӗ тӗтре шӗвелсе кайрӗ, ир енне тӳпенелле хӑпарса хӗвелле пӗлӗтсене ҫул уҫса пачӗ. Кантӑртан нӳрӗ те вӑркӑш ҫилсен кӗтӗвӗ кӑпса килчӗ. Акӑ халь те хӗвел тухни икӗ сехете яхӑн кӑна, анчах каҫхине те шӑнман шыв хӑй юхӑмне вӑйлатрӗ, ҫырмасемпе шырлансене васкарӗ, унти тӑлӑх йӑмрасен тымарӗсене ҫурӗ, хум ҫилхине вӗлкӗштерсе кӗрлерӗ.

Кӗскелчӗҫ ҫӗрсем. Хӗллехи каҫсенче Микулай мучи фермӑ ҫурчӗсем тавра вунӑ-вун икӗ хут ҫаврӑнма ӗлкӗретчӗ пулсан, халь вӑхӑт йӗппи ытла та хӑвӑрт куҫать. Дояркӑсем ӗне суса пӗтерсен апат ҫиесҫӗ. Ал ӗҫӗ тытнӑ чух ӗнтрӗк те пытанман-ха. Дежурнӑйсене икӗ-виҫӗ хут вӑратса витесене яратӑн, хӑв та вӗсемпе пӗрле тухатӑн. Сисмесӗрех тухӑҫра кӑвак ҫутӑ палӑрма пуҫлать. Хуралҫӑ пурнӑҫӗ йӑлтах пуҫ хӗрлӗ: ҫынсем ҫывӑрнӑ чух — ҫӳре, вӗсем ӗҫленӗ чух — ҫывӑр. Хӑнӑхнӑ та — пырать. Ирхине пӗр-икӗ сехет кӑтӑш пулатӑн та — каллех ура ҫинче.

3

Фермӑсенче хӗвӗшӳ пуҫланчӗ.

Колхозниксем кил хушшине тислӗкрен тасатрӗҫ, платниксем сысна витин урайӗсене коридорне ҫӗн хӑмасемпе сарма тытӑнчӗҫ. Кормокухньӑ алӑкӗ патӗнче шыв тӑкӑна-тӑкӑна пӑрланса ларнӑ лаптӑксем касрӗҫ. Хӗрачасем ҫурайман вут муклашкисем юр айӗнчен ирӗлсе тухрӗҫ. Атӑ-мӑтӑскерсене тиесе тимӗрҫӗ лаҫҫи латне кӑмрӑк тума кайса тӑкрӗҫ.

Пӗтӗм ӗҫе Трофим Матвеевич хӑй йӗркелерӗ. Вӑл Павелпа чип-чипер ӗҫлекен Володьӑна чӗнтерчӗ, вӑрман-промхозри пӑчкӑ ҫуракан завода кӗрпе тиеме кӑларса ячӗ. Тепӗр кунне ӗне витин коридорӗсене вӗтетнӗ улӑмпа хутӑштарса ӗнесен айне пӑчкӑ кӗрпи сарса тухрӗҫ.

Ҫынсем яла ыран-паянах пысӑк хӑна килмелли ҫинчен калаҫрӗҫ. Кам килмеллине лайӑххӑн никам та пӗлмерӗ. Колхоз председателӗ ӑна пысӑк вӑрттӑнлӑхра тытрӗ.

Кӑнтӑрла иртсен, тимӗрҫӗ лаҫҫи патне РТСран куҫса ҫӳрекен сварочнӑй аппарат лартнӑ машинӑ персе ҫитрӗ. Хепӗртенӗ Павел «пиллӗк» илнӗ шкул ачи пек савӑнчӗ. Трактор ҫуни тата кивӗ муклашкасем ҫине хӑпартса лартнӑ плуг рамисем ҫумне пулас урапасен тӗревӗсене ҫыпӑҫтарма тытӑнчӗҫ.

Ӗҫӗ те тепрер сехетрен пӗтетчӗ пуль, лаҫ умне Трофим Матвеевич пырса тухрӗ. Чылай хушӑ пӑхса тӑчӗ вӑл ӑнланакан трактористсем ҫине. Унтан Павела кӑчӑк туртса чӗнсе илчӗ те:

— Ку мӗн амакӗ тата? — терӗ.

Каччӑ председателе малтанах асӑрханӑччӗ. Ӑна курсанах шухӑшсем салаланса кайрӗҫ. Хӑлхара ҫаллах Марье сасси янӑранӑн туйӑнать: «Сана юрататӑп, Павел». Хӗрарӑм ӑна хӑй юратӑвӗ ҫинчен уҫҫӑн калани пӗр енчен савӑнтарать пек, тепӗр енчен… Ӑсатма тухсан тӗттӗм ҫенӗкре чуп турӗ ӑна Марье. Каччӑ чӗри чӑтаймарӗ… Ӑсатма тухрӗ… Килнех ҫитерчӗ.

Председатель патне Павел хӗрелнӗ питпе пычӗ, унӑн ыйтӑвӗ ҫине вӑтанарах тата такӑнкаласа хуравларӗ. Плугпа унӑн пысӑк пуласлӑхӗ ҫинчен каласа пачӗ.

— Ӑҫта тӗрӗслесе пӑхнӑ ӑна?

— Ниҫта та.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза