Читаем Çавал сарăлсан полностью

Белилӑ — дефицит. Колхозниксене кирлӗ. Ӑна халь йӑлӑр-япӑрах тупса илме ҫук. Хамӑр ҫынсене кӑшт хаклӑрах хакпа, ют ялсене икӗ хакпа сутӑпӑр. Пӗлтӗр илнине кӑҫал та илеҫҫӗ. Патшалӑх хакӗ те пӗр кило хӑмла хӗрӗх тенкӗ, пасарта кӗренкки вӑтӑр тӑрать. Иккӗмӗш сорт ӗнтӗ. Ял ҫынни сортне пӑхса тӑмасть, лавкка хӑмли хаяр, тет. Кӗҫ уяв тата: мункун, пӗрремӗш Май. Куҫпа курса юлаймӑн. Хӑмлах хӗрӗх пин енне тупӑш парать. Ҫул укҫи, тӑкак пур шӑртак. Тупӑшӗ вара…

Чӑнах та, Ҫавалкаса ытти ялсенчен колхозниксем кашни ҫуркуннех белилӑла пӑта патне пыраҫҫӗ. Колхоз патшалӑх хакне хӑпартса икӗ хакпа шӑйӑрать пулин те, кирлӗ япалашӑн укҫа шел мар. Ӑҫтан туятӑн урӑх? Пурнӑҫ лайӑхланса пырать, ҫурт-йӗр тӑвакансен йышӗ ӳсет. Пӑхатӑн та пӗр-пӗр урама, машинпа мар, лавпа иртсе кайма та вырӑн ҫук: пура ҫине пура, пӗрене кули ҫине пӗрене купи. Райсоюз ҫывӑрать. Ҫывӑрмасан та тепӗр чух республикӑ склачӗсенче тупса илейместӗн. Трофим Матвеевич вара Свердловска та, Мускава та, Чулхулана та каять е ярать. Шыракан тупать.

Ӑмсанаҫҫӗ ытти ял ҫыннисем Ҫавалкас председательне, колхозниксем умӗнчех мухтаҫҫӗ. Ку унӑн ятне, чанне тата ытларах хӑпартать.

Шупашкартан Трофим Матвеевич савӑнса таврӑнчӗ. Станцӑра ансан, парти райкомне кӗме шухӑша та илменччӗ, Василий Иванович вокзал умӗнче курчӗ те тӳрех хулран ҫавӑтрӗ: — Колхоз маршалне салам. Эп сирӗн пата кайма хатӗрленнӗччӗ.

— Халь тата каймастӑр-им? — секретарь аллине чӑмӑртарӗ колхоз председателӗ.

— Савӑнсах пыратӑп. Хуҫа ҫук ҫӗре кайма ырӑ мар. Йӑшӑншастӑп пулсан, эс Шупашкартан пулас…

«Ӑҫтан муртан пӗлет? — шухӑшларӗ Трофим Матвеевич, хура куҫӗсемпе секретаре сӑнаса. — Малтан унашкал марччӗ, халь пӗр утӑма та пытарма сук».

— Ӗҫ тупса патӑр мана чупмалӑх. Трактор та комбайн, жнейкӑ та молотилкӑ. Шыра ӗнтӗ ҫӗтӗк агенчӗ пек тӗрлӗ шеҫтернесем, коленвал та насуссем. РТС качча кайма шухӑш тытнӑ хӗрле: каяс килет — илӗртет, кӗпе-йӗм ҫитменни чӑрмантарать. Колхоз кивелнӗ кӗрӗкле: паян саплатӑн, ыран шӑтать, ыран саллатӑн — виҫмине ҫурӑлать. Председателӗн агент та, инженер та, ҫӗвӗҫ те пулмалла.

— Чӗлхӳне аннӳ лайӑх ҫакса янӑ вара, — йӑл кулчӗ Василий Иванович, председателӗн чеен ялкӑшакан куҫӗнчен тинкерсе. — Хӑш-пӗр ҫынсен пысӑк ҫитменлӗх пур: чухӑнланма, макӑрма юратаҫҫӗ. Вӑл мухтаннинчен ырӑрах, лайӑхрах. Ҫапах та пилӗк ҫӗр листа шифер туяннине ма пытаратӑн? Хӑмла тата? Сӑра завочӗ уҫатӑн-им? Колхоз купец мар, пӗрлешӳллӗ хуҫӑлӑх, — сасартӑк улшӑнчӗ райком секретарӗ. Халь кӑна вылякан кулли таҫта кайса ҫухалчӗ, тути ҫӑтӑланчӗ.

«Герасимов элеклеме те ӗлкӗрнӗ. Ах, тӑмсай. Сана текех коньяк мар, шыв та ӗҫтермӗп. Тӑхта ак тепӗр пухуччен», — шухӑшларӗ Трофим Матаеевич, куҫне секретарьтен пытарса.

— Хӑмли вӑл, Василий Иванович, пӑсмаҫть. Колкозник пӗр кӗрепенккешӗн пасара утать, ак сана пӗр ӗҫ кунӗ ҫухалать те. Колхозра кладовщик патне пырать те аванс шучӗпе ал пусать кӑна. Хӑвӑрах кашни пленумрах янратӑр: «Ҫын ҫинчен шухӑшламалла, ҫынна пулӑшмалла». Вӑт пулӑшатпӑр.

— Юптару, Матвеевич, юптару. Хам хресчен пулнӑ. Вӑрман ҫыннин хӑмла ҫук тенине ӗненместӗн.

— Ӗнентерме аташкаланӑ хӗр мар. Тарчӗ вӑрман, инҫете тарта…

— Хӑмла ҫинчен колхозӑн тахҫанах шухӑшламалла. Эсир ҫӗр хуҫиеем. Миҫе хутчен калатӑп: юпа ларатпӑр, пралук пур. Ма пӗр вунӑ гектар лартас мар? Унашкал суту-илӳпе колхоз экономикине яланах хӑпартаймӑн. Вӑл халлӗхе ҫеҫ. Темиҫе ҫултан пурте ҫителеклӗ пулать: белилӑ та, пӑта та, шифер та. Хӑмла сире ӗмӗрлӗх. Кашни гектартан, лайӑх пӑхсан, ҫитмӗлшер, ҫӗршер пин таран тупӑш парать.

— Ал ҫитмест, кӗркунне ӗлкӗрме ҫук: хӑмлине тат, ҫӗр улмипе кӑшманне кӑлар, кантӑрне те тат, — хирӗҫлет Трофим Матвеевич. Ашӗнче хӑй ҫаплах Герасимовпа ятлаҫать.

Райком секретарӗ вӗрентсе калама тытӑнсанах колхоз председателӗ лӑпкӑлӑхне ҫухатать, хӑвӑртрах унран хӑпма тӑрӑшать. Вӗрентме халь пурте ӑста, тума ӑс ҫитмест. Лешӗ, хумханнине сиссенех, ямасть, уйрӑлмасть. Колхозӑн кашни шӑтӑкне кӗрсе тухса хурапа шурра кӑтартать.

Райкома кӗчеҫ.

Трофим Матвеевич килнӗ пуйӑспах парти обкомӗн представителӗ те ҫитнӗ-мӗн. Ӑна вӗсем асӑрхаман. Лешӗ, калаҫса тӑнӑ хушӑра, вӗсенчен асӑрхамасӑр иртсе кайнӑ пулас.

— Каҫар, — терӗ Василий Иванович Прыгунова, — паян татах пырасси пулмарӗ. Тепрехинче, ак, уншӑн виҫӗ кунлӑхах персе ҫитетӗп.

— Шел, — хуравларӗ колхоз председӑтелӗ. — Мӗн тӑвӑн… Ҫапах кӗтетпер, — сыв пуллашрӗ вӑл. Хӑй ӑшӗнче: «Пыманни питӗ лайӑх… Хамсӑр колхозра тем туса хунӑ-ха», — тесе шухӑшларӗ.

Фойене анса Ҫавалкаса шӑнкӑравларӗ, Марьепе калаҫрӗ, ӑна машинӑпа хирӗҫ тухма ыйтрӗ.

— Вӑхӑт ҫук. Лаша ярса ларӑп, — хуравларӗ арӑмӗ.

— Ытти чух илме хӑех тухаканччӗ. Килте темӗскер пулман-ши? — канӑҫсӑрланчӗ упӑшки.

2

Микулай мучин кӑмӑлӗ паян ҫурхи хӗвел пек. Хӑй те ирӗлет, ҫынсене те хӑйӗн ӑшшипе ирӗлтерес килет унӑн. Ӗнер вӑл больницӑра пулнӑ, унта тӗр харӑсах вун тӑватӑ шӑл ларттарнӑ. Селӗплӗхӗ ҫухалнинчен паян пӗчӗк ача пек телӗнет.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза