Читаем Çавал сарăлсан полностью

— Пирус, пирус пар тетӗп, — пӳрнине ҫӑварӗ патне илсе пырса, тутипе паклаттарса кӑтартрӗ вӑл.

— Ме, турт, — пирус пачкине кӑларса пачӗ Виссарион Маркович.

Павел васкасах трактор кабинине кӗрсе ларчӗ. Мотор сасси вӑйланчӗ, кӗҫек гусеницӑсем айӗнчен юр кӗмӗрккисем сириӗнме пуҫларӗҫ. Молотилкине те комйайнсемпе юнашарах пырса лартрӗҫ.

Ӗҫре вӑхӑт час иртет. Акӑ хӗвел те анӑҫа ҫитсе ҫулӑмланчӗ, унӑн чалӑшла ӳкекен хӗлхемӗсем хура вӑрман тӑррине кӑварлантарчӗҫ. Хӗвелпе пӗрлех кӑнтӑрлахи ӑшӑ та тарчӗ: ура айӗнчи юр кӑчӑртата пуҫларӗ. Бензин отстойникне уҫса Павелпа Володя алӑ ҫума ҫеҫ ӗлкӗрчӗҫ, вӗсем патне вӗтӗ утӑмсемпе Трофим Матвеевич ҫитсе тӑчӗ. Ҫие вӑл хӑмӑр сӑран курткӑ тӑхӑннӑ, хура каракуль ҫӗлӗкпе. Шурӑ буркин пичӗсем шыв сирпӗннипе саралнӑ.

Павел тӳрех РТСрине аса илчӗ.

— Эс, Кадышев, машинӑсен ҫитменлӗхӗсене ытларах тупма тӑрӑш, — тенӗччӗ ӑна ирхине колхоз председателӗ.

Тракторист чӑнах та тӑрӑшрӗ. Унӑн куҫӗнчен пӗр кӑлтӑк та хӑтӑлаймарӗ. Комбайнсен мӗнле деталӗсем ҫуккине, начаррине каласа пычӗ, Трофим Матвеевич хӑй ҫырчӗ.

— Колхоза тур пӑрахса парать тетӗр-и? Е вӑл савакан ӗне-и? Пӗтнӗ машинӑсене паратӑр, хакне виҫӗ хут шӑйӑратӑр. Чакарӑр хӑть ҫуррине, — йӑлӑнчӗ вӑл машинӑсене хаклама уйӑрнӑ комисси членӗсенчен. Трофим Матвеевич кашнинех юрама тӑрӑшрӗ. Райӗҫтӑвком председателӗн «Коммунизм ялавӗнче» пичетленнӗ статйине «вӑйлӑ», тесе мухтарӗ терӗ, госбанк управляющин шурӑ каракуль ҫӗлӗкне ырларӗ, РТС директорне вӑрӑ столовӑйӗнче «Армения» ятлӑ коньяк атурри ҫинчен систерчӗ. Павел патне пыра-пыра хӑлхинчен пӑшалтатрӗ:

— Шыра. Лайӑх шыра та тирке.

Кашни машинине ӗҫлеттерсе пӑхрӗҫ. Хаклакан комиссипе Трофим Матвеевич РТС кантурне кайнӑччӗ, унтанпа ӑна Павел курманччӗ.

— Пӗтертӗр-и? — ыйтрӗ колхоз председателӗ.

— Так точнӑ! — шухӑшламасӑрах персе ячӗ аллине ҫӗтӗкпе шӑлакан Володя.

— Сортировкӑпа тепӗр сеялкӑ юлчӗҫ. Ӗлкӗреймерӗмӗр, — хуравларӗ Павел, председателӗн путса кӗне хура куҫӗнчен чӑр! пӑхса.

— Сортировкӑ пирки калаҫса татӑлаймарӑмӑр. Илмеллех-и ӑна, илес ҫук-и? Пуян кӳршӗсенчен те кивҫен ыйтма юрать. Ахаль те чылай укҫа тӑкрӑмӑр. Ӗҫ кунӗ пуҫне тенкӗ ҫуршар валеҫесси тухса кайрӗ.

— Техникӑпа лайӑх усӑ курсан, хакне кӑҫалах кӑларма пулать, — хуравларӗ Павел.

— Вӑл тӗрӗс. Сире эп ятарласах пухса калаҫасшӑнччӗ… Колхозӑн халь пурте пур. Пирӗн ҫире текех ют кӗпе мар. Ҫаклатса ҫурма пӑрахас пулать. Ӑнлантӑр-и? — Володя енне чеен пӑхса, куҫне хӗссе илчӗ вӑл.

— Эпир эртээсра чухне те аракатман, — халарӗ каччӑ.

— Пӗлтӗрхине мантӑн-и? Кӗпер ҫинчен кӑштах сикмерӗн.

— Вӑл чепуха. Рулӗ ҫирӗплетнӗ болт татӑлса кайсан тракторсем ҫеҫ мар, машинӑсем те сирпӗнеҫҫӗ.

— Пӗлтӗр болт татӑлнӑ, кӑҫал моторӗ пӑрахӑҫа тухать. Трактор та пӗтет вара, — куларах хушса хучӗ колхоз председателӗ. — Комсорг пулсан та, сана шансах пӗтерместеп. Мана иртнӗ ҫул, апрелӗн пӗрремӗшӗнче, эмтеэс директорӗ патне компресси кирлӗ тесе шӑнкӑравлаттарать. Кам мурӗ пӗлсе ҫитерет машинӑ деталӗсене? Халь манран район кулать. Эртээса кӗмелли ҫук, кашниех ыйтаҫҫӗ: «Трофим Матвеевич, компресси илме килтӗн-и?» Ҫилленсе кӑтарт-ха вӗсене, мазутлӑ шӑл йӗренсене. Татах ҫыпӑҫаҫҫӗ. Тавтапуҫ, тетӗп вара, мана сирӗн компресси кирлӗ мар, хам арӑмӑнах компресси лайӑх.

Павел кулса ячӗ, Володя варне тытсах ахӑлтатрӗ. Ҫаплах калатӑр-и вара?

— Кур-ха эс ӑна: кулать тата, — ахӑлтатрӗ председатель те. — Сана Павел тӑна кӗртсен кӑна.

— Чӑнласах ҫапла кӑлатӑр-и, Трофим Матаеевич? — каллех ыйтать Володя. — Мария Сергеевна пӗлсен ҫунтарать-ха пӗрре.

— Ҫунтарма эп ҫурта мар. Юса, тӑна кӗрт эс ӑна, Кадышев.

— Эп хам та тӑнсӑр мар, — тавӑрать каччӑ. — Павӑла шан-ха ӑна. Паҫӑр, эсир кантура кайсанах, главнӑй инженер ҫулӑхрӗ. Пирӗн пата куҫ, тет. Эс мӗнле институт пӗтернӗ, тет. Павел вырӑнӗнче пулсан, ҫак колхозра ҫӑрӑлатӑп-и. Тупса панӑ та пӗр хӑрӑк трактор, ӑҫтан юсаса пӗтертӗр ӑна, — кулма пӑрахса калаҫа пуҫларӗ Володя.

Трофим Матвеевич та ват ҫерҫи. Ӑна хывӑхпа улталаймӑн, Володя сӑмаххисене шӳтласе ҫеҫ ирттерсе ячӗ:

— Кирлӗ ҫынна иксӗмӗр ҫеҫ мар, Йӑван та курать, Раман та хӑвалать, Ҫтаппан та хӑй патне туртать. Ҫапла, комсорг, Павел вӑл кивӗрҫи те ҫӗнӗ тӑвать.

— Передачӑсен коробкине юсама тивет. Электрооборудовани ҫӗнӗрен кирлӗ, — хутшӑнчӗ Павел.

— Маттур эс, Кадышев. Мана паян эс килӗшрӗн. Пӗлетӗн-и, эпир иксӗмӗр колхоз укҫине мӗн чухлӗ ҫӑлса хӑвартӑмӑр? Вун сакӑр пин. Камисси членӗсем чылай турткаланчӗҫ, аврӑмӑр. Тӳрех усӑ патӑн колхоза.

— Эп тӗрӗсне ҫеҫ каларӑм. Мӗнле деталь кивелнӗ, мӗн ҫитмест. Вӑл усал пулмарӗ пуль, — хӗрелчӗ хӑйне мухтанине юратман Павел.

— Юрӗ. Тавтапуҫ сана, Павел ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ председатель. — Ыран лару пухатпӑр. Ирхине пуҫласшӑн. Вунӑ сехет тӗлне эсир те пырӑр, — чӗнчӗ вӑл.

Сыв пуллашрӗҫ.

Кун паян Павелшӑн питех те усӑллӑ иртрӗ. Таҫта та ҫитме ӗлкӗрекен пурне те паллакан Володя пулӑшнипе вӗсем РТСран шурлӑхсем типӗтмелли плугӑн рамине хурса тухрӗҫ. Темиҫе тӗрен тупӑнчӗ… Плуг тума хӑш-пӗр хатӗрсем пур ӗнтӗ. Анчах ыттисене ӑҫтан тупмалла? Тракторе кивӗскер лекрӗ тата. Унпа ак пӗр эрне иртсе каять. Нивушлӗ ҫур акине тухиччен плуг туса пӗтерейместпӗр?

2

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза