Читаем Çавал сарăлсан полностью

Пӗр-икӗ ҫухрӑм пек кайсан, ӑна мотоциклпа килекен куҫлӑх тӑхӑннӑ каччӑ хуса ҫитрӗ. Машинне вӑл хӑех чарчӗ.

— Ха, тутӑрлӑ мотоциклисткӑ, — тӗлӗнчӗ вӑл. — Малашне автансем те ҫӑмарта тӑвӗҫ, вӑкӑрсем те сӗт парӗҫ. Кам ҫавӑттарса ячӗ? Упӑшку-и?

Марье, ӑшша пиҫнӗскер, инкекне пӑхмасӑрах чӑрсӑрланчӗ: — Сана мӗн ӗҫ? Вӗҫтер хӑвӑн ҫулупа.

— Хаяр мӗн эс.

— Хӑяр мар, кишӗр.

— Ха, йӗплеме те пӗлет.

— Йӗпленме мар, ҫипленме те ӑста.

Каччӑ ахӑлтатсах кулса ячӗ. Унӑн хулӑн сасси вӑрман тӑрӑх янраса кайрӗ.

— Питне кур-ха эс. Кӑмака мӗлки пекех хура.

— Хуна курасчӗ, тикӗт лакӑмӗ. Каччӑ каллех кулчӗ:

— Ҫитӗ сана. Атя, машинна пӑхар.

— Пӑхсан та курӑнмӗ.

Каччӑ хӑйӗн мотоциклне тӗревсе тӗкӗлесе, Марьен «ковровецие» илчӗ.

— Эх-ха-хай. Хӑв хӗрача, ҫамах машинуна арҫынтан та япӑх тытатӑн. Таса мар.

— Ун вырӑнне асатте кукши таса.

Хӗрӗн сӑнӑ пек чӗлхи йӗкӗте йӑлахтарса ҫитерчӗ пулас, урӑх чӗнмерӗ. «Упавшие листья шумят и шумят в саду..:» — тесе юрӑ пуҫларӗ, Мотор патне пӗшкӗнчӗ, тапратмалли ручкӑран темиҫе хут тапрӗ.

— Ха, бензин пымасть. Свечари хӗлхем упана вӗлермелле.

Шӑхӑра-шӑхӑра юрласа карбюратора кӑларса илчӗ.

— Ха, кунта эс йӗтем ҫинчи тусана йӑлтах тултарса лартнӑ. Мотоциклетна илнӗренпе те тасатман пуль.

— Тусанӑ сутӑн илес ҫук. Ма хӗрхенес?

— Тӗрӗс. Татах тултар. Кӗркуннеччен юрӑхсӑра кӑларатӑн.

Каччӑ шӗвӗртнӗ патак ҫине чӗркенӗ таса ҫӗтӗкпе отстойника тасатса бензинпа ҫурӗ, карбюратора тасатрӗ. Васкасах каялла лартрӗ. Кӗҫех мотоциклет кӗрлесе кайрӗ, глушитель трубинчен ҫӑра кӑвак тӗтӗм палкаса тухрӗ.

—Пулчӗ. Халь паллашма та юрать. Сергей.

— Марье.

— Ӑҫтан?

— Ҫавалкассем тетчӗҫ ӗлӗк.

— Ха. Юнашарах. Ӑҫта ӗҫлетӗр?

— Лавккара.

— Ха. Эрех хуҫинех тӗл пултӑм.

— Тӑвар хуҫи. Пӗр кӗлет выртать. Пырса илӗр.

— Кӗрсе тухӑп пӗр-пӗр чух. Сирӗнтен ҫӗр грам тухать.

— Ҫур киль та шел мар.

Кайри ларкӑч ҫине хӑмла ҫырли витри ҫыхса лартнӑ мотоцикл куҫран ҫухаличченех пӑхса тӑчӗ Сергей. Марье ӑна ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, ӳт-пӗвӗпе туйрӗ, каччӑна лайӑх калаҫманшӑн хӑйне хӑй тарӑхрӗ. Пулӑшнӑшӑн хӑмла ҫырлипе хӑналамаллаччӗ хӑть. Пӑшӑрханни кӑлӑхах пулчӗ. Сергей тепӗр куннех Ҫавалкаса килсе кайрӗ. Ҫав кунран Марье те кашни вак-тӗвекшӗнех вӑрманпромхоз поселокне кайма пикенчӗ. Ырӑ камӑллӑ каччӑ (каччӑсем пурте ырӑ кӑмӑллӑ) ӑна автомашинӑпа ҫӳреме вӗрентрӗ, права илме пулӑшрӗ.

Юрату… Нумая пымарӗ вӑл. Ҫурӑлма ӗлкӗрчӗ те, сарӑлаймасӑрах, тӑм тивнӗ пек, кӑнтӑр хӗвелӗпе шанса кайрӗ. Сергее Киров облаҫӗнчи пӗр вӑрманромхоза куҫарчӗҫ (ҫапла ят тухрӗ), анчах унтан вӑл пӗр хыпар-хӑнар та ямарӗ. Те Марьен ҫие юлни хӑратса пӑрахрӗ ӑна? Пӗтрӗ, путланчӗ юрату. Асран ҫеҫ туха пӗлмест.

Павел? Сергей сӑнарлӑ вӑл. Паян ӑна Марье, кӑнтӑрла иртсен, колхоз правленийӗ умӗнче курчӗ. Ҫӗрле унӑн сӑн-питне тӗплӗн курса юлаймарӗ. Вӑл Володьӑна пӗрле пуху пуласси ҫинчен пӗлтерӳ ҫыпӑҫтаратчӗ.

Марье йӗпе юра чӑмӑккаласа ывӑтрӗ те йӑмра хыҫне пытанчӗ. Чӑмӑркка тӗл лекмерӗ. Володьӑна тивес вырӑнне Павела пырса ҫапӑнчӗ. Икӗ каччӑ ӑна хирӗҫ пере пуҫларӗҫ, чӑмӑрккасем час-часах йӑмра вуллине пырса ҫапӑнчӗҫ. Хӑюланнӑ хӗрарӑм вӗсем умне чупса пырсах юр ывӑҫларӗ те каччӑсене пичӗсенчен сапма пикенчӗ. Володя пӑрахса тарчӗ, Павел хусканмарӗ те. Питне ҫеҫ аллипе хупларӗ. Тепре сапма тӑрсан, пӗшкӗнчӗ те, Марьене пилекӗнчен ҫулса илсе, ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

— Юр ӑшне! Юр ӑшне ывӑт! — илтӗнче ҫав вӑхӑтра упӑшки сасси. Трофим Матвеевич Марье ашкӑннине крыльцаранах пӑхса тӑнӑ пулас. Вӑл вӗсем патне ахалтатса чупса пычӗ те, Марье питне юрпа ҫуса, каялла ҫенӗке тарса кӗчӗ. Арӑмӗ ун хыҫҫӑн чупрӗ, правление кӗрсех упӑшкине юрпа сапса тухрӗ.

Шухӑша алӑкран шаккани татрӗ. Марье чуссӑнки тӑхӑнса ҫенӗке тухрӗ.

— Трофим-и?

— Уҫ.

Пӳрте кӗчӗҫ. Пӳлӗме нӳрӗк те уҫӑ сывлӑш шӑрши сарӑлчӗ.

— Пуху халь тин пӗтрӗ-и?

— Пӗр ҫур сехет каялла. Станцӑпа вакунсем пирки калаҫрӑм. Ыранах тупса пама шантараҫҫӗ. Бригадирсене ирех: ҫынсене хӑвалама хушрӑм.

— Кама яратӑн? ? Хамах каяс тетӗп.

Марье чӗри кӑртлатрӗ, анчах сӑнӗ пачах та улшӑнмарӗ. Упӑшки ҫине кӳренчӗклӗ куҫсемпе тинкерчӗ.

— Ҫур аки ирттерес чух ху сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗн-и? Тем усал-тӗсел пулса ан тухтӑр… Ав, Виссар кум ахалех. Кайса килет. Шанӑҫ та ытларах. Парторг.

— Унӑн та трактористсем. Куҫ кирлӗ.

— Тупнӑ бригадир. Вӑл трактор юсама пӗлекенскер-и? Е ӑна улӑштарма ҫын тулаймастӑн? Павел та целинара бригадирта ӗҫленӗ. Вӑхӑтлӑха ларт ҫавна.

— Пӗлмен ҫынна ӑҫтан шанан? — чӑр тинкерчӗ Трофим Матвеевич Марье ҫине.

— Мана мӗн. Эп саншӑн лайӑх пултӑр тесе ҫеҫ… Упӑшки аллине ҫунӑ вӑхӑтра Марье ӑшаланӑ чӑкӑт, чӑмӑрла пӗҫернӗ виҫӗ ҫӑмарта пырса лартрӗ, сӑмавар чӗртсе ячӗ.

— Ӗҫетӗн-и?

— Ҫук.

— Апла васкарах ҫи. Сивӗнсе каять ак.

— Ҫиме ҫийӗн-ха. Пирӗн ҫӗр улми миҫе пӑт пулать?

— Хамӑрӑн-и? — пӗлменҫи пулчӗ Марье.

— Кӳршӗсен мар ӗнтӗ.

— Пӗр ҫӗр ҫирӗм пулӗ. Виҫмен.

— Шел.

— Мӗн тата?

— Пӗлмен эп. Пухура колхоза аллӑ пӑт сутатӑп терӗм.

— Колхоза-и? Пӑтне сакӑр тенкӗпе-и? Пӗр кило та памастӑп. Ӗнене ҫитерсе ярам пӗрех хут.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза