Читаем Çавал сарăлсан полностью

Кӗркунне выльӑхсене колхоза пачӗ, хай МТСа тракториста вӗренме тухса кайрӗ. Ҫуркунне ӑна трактор шанса пачӗҫ, тӑван колхозне вӑл трактор бригадипе таврӑнчӗ.

Пӗр каҫхине Павел ҫӗртме пуссинче культиваци турӗ.

Ҫуллахи каҫ — шӑпчӑк ыйхи. Ҫунатне анчах уснӑ анӑҫ тухӑҫалла шӑвӑнса пычӗ. Хӗр куҫӗ пек кӑвак тӳпе ҫине инҫетри-инҫетри вӑрман сӑнӗсем тексӗммӗн ӳкрӗҫ. Ҫавал хӑви хушшинче шӑпчӑксем каҫӑхса кайсах юрларӗҫ, улӑхри шурлӑхра икӗ карӑш ӑмӑртмалла авӑтрӗҫ.

Культиваци туса пӗтернӗ Павел Ҫавал хӗррине анса ҫӑвӑнчӗ.

Кӑнтӑрла ҫывӑрнӑран-ши ыйхӑ килмерӗ. Килне кӗрсе тумланчӗ те тӑвалла хӑпарчӗ.

Ҫур ҫӗр иртнӗ. Ял сехечӗ — хӗрлӗ киккириклӗ автан — ыйхӑра. Вӑйӑ карти саланнӑ. Анчах кӗҫӗр… Акӑ, шкул урамӗнче кулса шавлани илтӗнчӗ.

— Ӑсату каҫӗ, — шухӑшларӗ Павел.

Ҫулталӑк иртрӗ. Ачасем вӗренсе тухнине пӗлтерекен аттестат илчӗҫ, малалла татах вӗренес тейӗҫ. Вӑл тӑрса юлчӗ. Ҫапах ахаль иртмерӗ ҫул. Тракторист пулчӗ Павел.

Купӑс кӗвви янраса кайрӗ, тахӑшӗн уҫӑ сасси юрӑ пуҫларӗ:

Кам сӑнанӑ? Хевел тухнӑ чухТухӑҫ ылтӑн хӗмпе ҫуннине?

Унтан купӑс пӗр ҫаврӑм каласа илчӗ те, юрра ыттисем хутшӑнчӗҫ. Ҫурхи Ҫавал пек вӑй илнӗ кӗвӗ йӑмра ҫинчи кураксене пӑлхатса анкартисене, ҫуртсен хӳттине саланчӗ.

Йӑлтӑркка шевлине сапнӑ чухСадсем сывлӑм тӑкса ларнине.

Вӗсем патне каясси килчӗ. Ырӑ мар. Вӑтантарать. Галя та ӑсату каҫӗнче пулнӑ-ши? Чим-ха, унӑн мар-и ҫавӑ шӑнкӑрав пек уҫӑ сас? Уйӑрса ил ӗнтӗ.

Кам сӑнанӑ? Хӗрпе ларнӑ чухВӑхӑт ҫил пек чупса иртнине.«Ларса ҫитӗ, сыв пуль — тенӗ чухУйрӑлма пит кичем пулнине.

Ҫук, сӑнаман-ха ӑна Павел, анчах чӗре кӗтет вӑл тӗл пулӑва. Кӗтет. Ав, урасем хӑйсемех Гальӑсем пурӑнакан урамалла утаҫҫӗ. Авӑ, вӗсен умӗнчи пӗчӗк пӗве. Чим-ха, сак ҫинче иккӗн. Пӗри шурӑ тутӑрпа. Тепри? Тепри Санька мар-ши? Ҫула май ларнӑ пуль.

Павел ҫыран хӗррине анчӗ, хӑва турачӗсенчен тытса ларакансен умнех ҫывхарчӗ. Ҫыр хӗррине тухнӑ шапасем шывалла сике-сике сасӑ кӑларчӗҫ. Каччӑ сывлама та пӑрахрӗ. Ҫав самантрах хапха алӑкӗ чӗриклетрӗ. Галя: «сыв пул», тесе килне кӗрсе кайрӗ. Тӑрса юлаканни малтанах вырӑнтан та хускалмарӗ, унтан аллине пуйӑс курнӑ пӗчӗк ача пек сулла пуҫларӗ.

Кӗҫех сӑмса витӗр мӑрлатса темӗнле юрӑ кӗвӗлени илтӗнчӗ, Гальӑна ӑсатма килнӗ каччӑ тӑвалла утрӗ. Павел та хӗр хӑйне курассинчен хӑрамасӑрах ҫыран хӗрне тухрӗ, хӑйӗн тӑшмалӗ хыҫҫӑн утрӗ. Вӑл камне Павел пысӑк пуҫӗпе вӗтӗр-вӗтӗр уттинченех палларӗ: Мирун. Хирпуҫ ачи. Икӗ ҫул хушши пӗрле вӗреннӗччӗ. Ӑна ун чухнех хӗрсем патне ҫыру ҫырать, тетчӗҫ. Чӑнах-мӗн. Ҫырнӑ ҫеҫ мар ав.

Мируна хӑваласа ҫитсен, Павел ӑна пиншак ҫухавинчен ярса тытрӗ. Пӗр самант иккӗшӗ те ним калама аптраса тӑчӗҫ.

— Павел? — сасартӑк палласа илчӗ ӑна Мирун.

— Сана ҫакӑнта тепре курсан, уруна хуҫса яратӑн, — хӑй ҫилленнине пытараймарӗ Павел.

— Ой-йой! Эс мӗн, патша вӑхӑчӗ куртӑн-и? Хӑвна мӗн… — каласа пӗтереймерӗ Мирун. Янахран вӑйлӑ ҫапнипе пӗр-икӗ утӑм каялла сулӑнса кайрӗ те тӑсӑлса ӳкрӗ. Павел ҫаврӑнса пӑхмасӑрах каялла утрӗ.

Килне ҫитсенех вӑл Галя патне ҫыру ҫырчӗ, ӑна чӗрсе тӑкрӗ, унтан татах ҫырса татак чӗрсе тӑкрӗ. Ҫапла пуҫланчӗ пӗрремӗш юрату.

Тепӗр икӗ эрнерен ӑна МТСри комсомол комитетне чӗнсе илчӗҫ. Участокри механик Геннадий Иванавич, мӑйӑхне ӳстерсе янӑскер, комитет членӗсене Мирун ҫырнӑ ҫырупа паллаштарчӗ.

— Лайӑххӑн ӗҫлеме те тытӑнман, вӑл пур, ӗҫме те пикеннӗ. Курӑр-ха ӑна, вӑл юлташне ҫеҫ мар, унӑн ашшӗ-амӑшне те хӗнетӗп, тесе ҫырать иккен. Пӗве кайнӑ ӑс пухайман, — ятларӗ комсорг Павела.

Ӑна выговор пачӗҫ. Павел хӑй айӑплине сӗвӗрсе яма та шутламарӗ. Пулнӑ — иртнӗ. Чавса ҫывӑк та, ҫыртма ҫук.

МТСран тухсанах вӑрмана чупса кӗчӗ вал. Ҫӑра курӑк ӑшне тӑсӑлса выртрӗ. Кӗсйинчен комсомол билетне туртса кӑларса, чылай хушӑ Ленин портречӗ ҫине пӑхрӗ. Ума вун ҫичӗ ҫулхи Володя Ульянов тухрӗ. Хусан университечӗ. Студентсем патша саманине кураймасӑр пӑлханаҫҫӗ. Пулас ҫулпуҫ аллисене хӗрӳллен сулкаласа калаҫать. Ӑна жандармсем купӑрласа илеҫҫӗ те аллине сӑнчӑрлаҫҫӗ. Ҫӑра мӑйӑхлӑ тачка полицейски шӑл витӗр сӑрхӑнтарса:

— Каччӑ, мӗншӗн пӑлханатӑр? Сирӗн умра хӳме вӗт, — тет.

— Хӳме те, анчах ҫӗрнӗскер. Тӗртсенех ишӗлсе анать. Камшӑн тӑрӑшнӑ ҫамрӑк Ульянов? Халӑхшӑн, пулас ӑру телейӗшӗн. Ленин пулман пулсан, паянхи тӑлӑх Павел пӗр-пӗр пуян патӗнче тарҫӑра ӗҫлемелле.

Куҫа куҫҫуль капланать: «Мӗн тунӑ пулӗччӗ халь Ульянов манӑн вырӑнта пулсан?» — ҫапла шухӑшланӑччӗ Павел.

Ачалӑх, — айванлӑх. Сакӑр ҫул иртсе кайрӗ унтанпа Мирун калашле, Галя Павелӑн та, Мирунӑн та мар. Хӗр чух хӗрӗх те, качча кайсан — пӗрре. Сахал-и этем пурнӑҫӗнче пысӑк шухӑшсемпе пысӑк ӗмӗтсем? Вӗсенчен нумайӑшӗ пурнӑҫланмасть. Ӑша вара ҫак шухӑш-ӗмӗтӗн йӗрӗ кӑна юлать.

Ҫаксене аса илсе утрӗ Павел килнелле.

4

Виссарион Маркович кухньӑ камаки хыҫӗнчи койка ҫинче ҫывӑрма юратать.

Пухуран таврӑнсан, вӑл Нинӑна вӑратма шухӑшламарӗ. Сассӑр уҫса кӗрсе, хуллен хывӑнчӗ, тумтирӗсене ҫакса ҫутта сӳнтерчӗ.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза