Читаем Çавал сарăлсан полностью

— Кума, ан. Вӗсем паян апат та ҫимен. Павел! Володя! Ӑҫта васкатӑр. Атьӑр, атьӑр, — пырса тытрӗ Марье Павела.

— Тен, ҫӗр грам пулать апла, — терӗ Володя, пускӑча хута яма парахсах.

— Кунашкал ӗҫшӗн ҫур кило та шел мар. Ан, кума, тем катемпи пек ларатӑн. Апат ҫиччӗр.

Павелан Нинӑна каллех ҫӗклесе антарма тиврӗ. Лартса панӑ эрех кӗленчине Марье тем пек хистесен те, трактористсем текӗнсе те пӑхмарӗҫ. Ӑшаланӑ ҫӑмартана киленсех сӗтпе сыпса ҫирӗҫ.

— Мункун ҫихмесӗрех ҫирӗмӗр. Ҫылӑхӗ хуҫине пултӑр — шӳтлерӗ Володя.

Шӑпланнӑ Марье, диван ҫине кайса ларса, хусканмасӑр Павела сӑнарӗ. Ыттисем асӑрхама пултарасран та хӑпамарӗ, Нина чӗнсен те илтмерӗ. Павел ун куҫӗн хӗлхемне апат ҫисе тухсан ҫеҫ асӑрхарӗ. Ӑна самантлӑха Галя куҫӗпе тӗл пулнӑн туйӑнчӗ, «юрататӑп сана» тет пулас.

— Мираж, — персе ячӗ Павел саспах.

— Мӗнле мираж?— тӗлӗнчӗ Володя.

— Чӑх ҫӑмарти хур ҫӑмарти пек курӑнчӗ, — шӳтлерӗ Павел, туйӑмне пытарса.

Кӑнтӑрла ҫитерехпе Володьӑпа Павел ҫӗр улми ҫунисене униче хапхинчен тракторсемпе сӗтӗрсе тухрӗҫ. Телефон юписем ҫинче ларакан хурчӑкасем, мотор сассинчен хӑраса, тӳпенелле вӗҫе-вӗҫе ҫӗкленчӗҫ.

4

Тимӗрҫӗн йӑли ҫавнашкал: кӑштах «тӑваймастӑн» е «хатӗрсем ҫук» тесе курнӑҫланма юратать. Анчах тытсан тӑватех.

Павел вара Петӗре тӗплӗн, пытармасӑр, каласа пачӗ. Унӑн ӗмӗчӗ ӑна савӑнтармарӗ курӑнать, пуҫне ҫеҫ сулса тӑчӗ.

— Ураписем пур, ӑна паратӑп. Эка, чӗмере, ӑна лаша плугӗн урапи те юрамасть. Урӑх ман ним те ҫук. Рамисене мӗнле ҫыпӑҫтаратӑн? Болтсемпе-и? Мӗнле шӑтаратӑн? Манӑн пысӑк сверло та ҫук. Эпир ӑна иксемӗр ҫулталӑкра туса пӗтерейместпӗр. Ман хамӑн ӗҫ. Бригадӑсем еплерех ҫунтараҫҫӗ. Хӑвна шанатӑн пулсан — ӗҫле. Тулта тепӗр сунтал пур. Хӑть лаҫҫа кӗрт, хӑть тултах шакка. Эпир хӗрарӑмсем мар, тӗпел кукришӗнех вӑрҫмӑпӑр. Хӑтланса пӑх. Тен, мӗн те пулин кӑларӑн.

— Пӗччен йывӑртарах ҫав. Санах пулӑшма ыйтасшӑн, Петрушка, — терӗ Павел, тимӗрҫӗ час-часах хӑй ӑсталӑхӗпе мухтанма юратнине аса илсе. — Хӑнкӑла урине таканлама пултарнине Петӗр плуг тӑваймӗ-и?

— Эп мӗн… пулӑшӑп. Эка, чӗмере… Тульккӑш тӑвайӑпӑр-ши?

— Ма тумалла мар? Акӑ расчетсам, схемӑ акӑ, — кӗсьерӗн хут тӗрки кӑларчӗ Павел.

Петӗр кӑмрӑкпа хуралнӑ аллисене каткари шывпа ҫуса, шӑлса типӗтрӗ, вара хут ҫине тинкерчӗ.

— Эка, чӗмере. Мӗн линийӗсем кусем? Эп чертежота пӗлместӑп. Ҫичӗ ҫул ҫеҫ вӗреннӗ, — каштах сывласа ячӗ тимӗрҫӗ. — Эс мана луччӑ сӑмахпа ӑнлантар.

Татах кӑтартса пама тиврӗ.

— Эка, чӗмере. Пӗр ҫултах тыр-пул тухӑҫне икӗ хут ӳстерет-и? Вӑт плуг. Апла ма тӑвас мар? Эс Ҫавалкаса, пуйтарса яратӑн, — пӗтӗмпех килӗшрӗ Петӗр.

Лаҫа Гайкӑ Ваҫҫи чупса ҫитрӗ. Вӑл халь ҫеҫ ҫывӑрса тӑнӑ курӑнать, кук тӗрри тапса тухнӑ пичӗ ҫинче минтер хутламӗсем касса кӗни те ҫухалман. Сарӑ куҫӗсем ӳрек-сӳрӗкрех. Хӑй фуфайкӑпа, кирзӑ атӑпа. Мӑн ҫӗлӗкӗ хӑлхисӗм тӑрнех анса ларнӑ.

— Эка, чӗмере. Кунашкалах ҫывӑрсан, тимӗрҫӗ пулаймастӑн эс. Эп икӗ сехет ӗҫлетет. Улаха чупма тытӑнтӑн ӗнтӗ, кашни ир ҫывӑрса юлатӑн. Ас ту, ак, кашкӑр капкӑнне ҫакланатӑн.

— Хӗвӗл те тин ҫех тухрӗ. Улаха ху чуп. Кашкӑр капкӑнне те ҫаклан, — нар евӗрлех хӗрелсе кайрӗ Ваҫҫа.

— Эс шкула ҫӳреместӗн-им? — ыйтрӗ Павел, ҫамрӑк ачана тимӗрҫӗрен ҫӑлас тесе. Те тӑлӑх ӳснӗрен, вӑл ҫынна вӑтантарма юратмасть.

— Эп виҫӗм ҫулах ҫиччӗмӗш клас пӗтернӗ, — терӗ Ваҫҫа куҫне ҫӗклеймесӗр.

— Малалла вӗрен.

— Интереслӗ мар. Вӗренес килмест.

— Спутник! Хӑв ӗҫне ан ман. Кӑмрӑк илсе кил. Вун икӗ милиметрлӑ пралук. Болтсем касма тытӑн. Челхӳпе кайран та ӗҫлӗн, — хушрӗ Петӗр.

Ҫамрӑк ача чӗрӗлчӗ, ҫырӑ куҫӗсем тимӗрҫӗ ҫине саванса пӑхса илчӗҫ. Вӑл витре ярса илчӗ те тулалла вирхӗнчӗ.

— Мӗн эс? Урса кайрӑн-им? Ураран ҫапса ӳкереттӗн вӗт. Вӑт спутник, вӑт колхоз аппендицичӗ, — янрӑрӗ тулта Володя сасси.

Комсорг лаҫа кӗчӗ, кашнинех ал пачӗ.

— Так, пуҫлатпӑр апла, Павел.

— Пуҫлатпӑр, Володя. Тимӗр королӗ ак чарма мар, пулӑшма пулчӗ, — Пӗтӗр енне пуҫне сӗлтрӗ вӑл.

— Ан пулӑштӑр-ха. Ӑна. Ҫавалкас Круппне, кашкӑр капкӑнӗпе мар, упа капкӑнӗпе ҫаклататпӑр, — кулса ячӗ Володя, тимӗрҫе куҫ хӗссе. Лешӗ хӗрелчӗ, анчах шарламарӗ. Павел темӗнле кулӑшла истори пулса иртнине сисрӗ, ыйтсан тимӗрҫе кӳрентересрен хӑрарӗ.

— Паян шурлӑх плугӗн рамисене пӑсса вырнаҫтарасчӗ.

— Рамӑ пирки ан кулян. Эп ҫӗркаҫ шкул директорӗпе калаҫрӑм. Вӗсен «трудпа» вӗрентме илсе килнӗ пӗр баллон кислород, пӗр баллон ацетилен пур. Ҫыпӑҫтаратпӑр. Пирӗн вара уншӑн шкул ачисене трактор ҫинчен вӗрентмелле пулать. Ак мӗнле экстлуатаци. Так. Килӗшӳ йывӑр, анчах урӑхла май ҫук. РТСри куҫса ҫӳрекен мастерской ҫӗмрӗк. Ӑна юсиччен ҫур аки иртет.

— Маттур, — савӑнса кайрӗ Павел. — Эпир рамӑсене болтпа ҫыпаҫтарас терӗмӗр. Электродне хамӑр та тӑватпӑр, пурӑ пур.

— Апла паянах илсе килес-и?

— Паянах.

— Хам, тракторпах каятӑп, — лаҫран тухса чупрӗ Володя.

Павел, Петӗре чӑрмантарас мар тесе, сунтала йӑвантарса кӗртрӗ. Тимӗрҫӗ те хӑй ӗҫне пӑрахрӗ ӗнтӗ. Шурлӑх плугӗн тӗренне касса шӗчӗклетнӗ чух вӗсем иккӗшӗ те тар юхичченех ӗҫлерӗҫ.

Комсорт пушӑллах таврӑнчӗ. Директор ыран ҫеҫ парать-мӗн. Парать те, шкул ачисене сваркӑ мӗнле тунине кӑтартма илсе килет.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза