Читаем Çавал сарăлсан полностью

— Мӗншӗн пирӗн икӗ хуҫа? Мӗншӗн эпир Сухви ачисем пек пурӑнатпӑр? — сиксе тӑчӗ Санька.

«Сухви ачисем» тенӗрен, нумайӑшӗсӗм кулса ячӗҫ. Сухви — сакӑр вуннӑсене ҫывхаракан карчӑк. Хӑй ӗмӗрӗнче пӗрре йӗкӗреш ачасем ҫуратнӑ та, икӗ ывӑлӗ те килте мар, хуласенче пурӑнаҫҫӗ. Тахҫанах ҫемьеллӗ, ача-пӑчаллӑ пулнӑ. Карчӑка ҫеҫ никам та пӑхмасть. Пӗр ывӑлӗ теприне: «Эсӗ каярах ҫуралнӑ, аннене санӑн пӑхмалла», тепри: «эс каярах ҫуралнӑ, санӑн пӑхмалла» теҫҫӗ. Нихӑшӗ те хӑй патне илсе каймаҫҫӗ, иккӗшӗнчен те амашӗ алимент илет, хӑй пӳртне хутса ӑшӑтайманнипе ют ҫын патӗнче пурӑнать.

— Кӑна тата мӗнле ӑнланмалла? — ыйтрӗ председатель.

— Тракторсене эп бригадӑсем тӑрӑх ҫирӗплетсе пама ыйтатӑп. Пӗр хуҫа пултӑр. Трактор бригадине пӗтермелле, — янрарӗ Санька.

Паян вӑл савӑнӑҫлӑ, тути ҫинче кулӑ ҫиҫет.

— Ку тата мӗнле анархи? — хутшӑнчӗ ку таранччен калаҫмасӑр ларнӑ Виссарион Маркович. Вӑл паян канашлӑва пухӑннӑранпах кӗтесри пукан ҫинче шарламасӑр ларчӗ. Сылтӑм аллипе час-часах сулахай кӑкӑрне сӑтӑрчӗ. Трактористсем тавлашни те ӑна интереслентермерӗ пулас, кукшаланнӑ пуҫӗ лӑнк та лӑнк усӑна-усӑна анчӗ.

«Мухмӑрла», — шухӑшларӗ Павел.

— Тен, кашни бригадира тата автомашинӑ ҫирӗплетсе памалла? Унашкал пулсан правлени те кирлӗ мар, — терӗ парторг.

— Тӗрес, Виcсарион Маркович, — килӗшрӗ председатель.

Павел хӗллехи пек хутса тултарнӑ пӳлӗмрен уҫӑлма тухрӗ. Ҫурхи сывлӑш тӳрех чуна тыткӑнларӗ. Ҫил вӑйланнӑ, тӳпене талкӑмлӑ пӗлӗтсем сырса илнӗ. Ҫавах ҫурт хӳттинче юр ирӗлет.

Ҫуркунне ҫитет. Сивӗ хӗл кунӗсем кӗрекерен тухса ҫӳп шӑтӑкнелле йӑпшӑнаҫҫӗ. Кунсерен тенӗ пекех шурӑ катан пирпе витӗннӗ тӳпе кӗленчеленсе кӑвакарать, хӗвел хуранӗ ялкӑшсах ҫунать. Инҫет аяккалла тарнӑ ҫемӗн тарать, куҫпа виҫейми анлӑланать. Кураксем йӑмрӑ тӑрринчи кивӗ йӑвисем те ҫуркунне ҫитнине туяҫҫӗ. Хуҫисене кӗтсе вӗсем ирӗлекен юрпа ҫӑвӑнса тасалаҫҫӗ. Сӑмсисем хуралнӑ ҫерҫисем шыва кӗреҫҫӗ. Ҫунаттисемпе ҫапнипе тӗк вӗҫет. Такам минтер пичӗ силлет тейӗн.

Савӑнать тракторист чӗри. Шухӑше унӑн текех ялта мар, хирте.

Каялла кӗнӗ ҫӗре Виссарион Маркович калаҫатчӗ.

— Матвеич, укҫа кирлӗ тетпӗр. Тен, кӑҫал тепре ҫӗр улмине каймалла мар-и?

— Пӗр ик ҫӗр центнер пек хамӑртан ытлашши пур-ши? Кам пӗлет, тен, вӑрлӑхлӑх ҫӗрнӗ? Пусӑра-ҫке. Запассӑр ларма хӑрушӑ.

— Колхозниксенчен вырӑнти хакпа пухас. Председателӗн питӗнче кулӑ палӑрчӗ, куҫӗсем типшӗн ялкӑшрӗҫ.

— Ку дельнӑ шухӑш. Хамӑрӑн ик ҫӗрне ӑсатсан, колхозниксенчен тӑват ҫӗр пухсан… Василий Иванович каллех тустарать ӗнтӗ. Рабочи клас ӗнси ҫинче пурӑнатӑр тесе ятлать. Эй, тепӗр тесен, упаран хӑрасан сунара тухас мар. Эс, Виссарион Маркович, техничкӑна чӗн-ха. Кунта килмен бригадирсем патне чуптар, кӗҫӗрех пуху пухас.

Павел, улшӑнса кайнӑ председателе курсан, ҫапла шухӑшларӗ:

— Вӑт сутӑҫ… Чӑн-чӑн купец.

— Канашлу хупӑнче. Кайма пултаратӑр. Эс, Мирон Семенович, эс, Кадышев, юлӑр-ха. Тавлашура тӗрӗслӗх ҫуралать теҫҫӗ.

Трактористсем салансан татах тавлашу хӗрсе кайрӗ. Е пӗрре Павелпа колхоз председателӗ, тепре Павелпа Мирон пӗр-пӗрне хирӗҫлерӗҫ. Йӑлтах мар пулин те, иккӗшӗ те Павел шухӑшне шута илмесӗр тӑма пултараймарӗҫ. Каччӑ хӑйӗн шухӑшне витӗмлӗ тӗслӗхсемпе хӳтӗлерӗ.

— Эс апрономие ӑҫтан пӗлетӗн? — тӗлӗнчӗ колхоз председателӗ.

Ҫӗр ҫинче ӳснӗ. Вӗренетӗп тата.

Техникумра-и?

— Ҫук, институтра.

— Вӑн епле. Пӗр сӑмахпа каласан, эп хам тавлашма юрататӑп. Анчах усси пултӑр. Уссӑр тавлашни — ӗҫе япӑхтарни. Вӗренни аван, анчах кирек камшӑн та пурнӑҫ аслӑ шкул. Мана Павел сӗлӗ усӑсӑр пулни ҫинчен ӗнентерчӗ тетӗр-и? Ҫук, пурнӑҫ ӗнентерчӗ эп ҫавӑнпа унпа килӗшеп. Сан, Мирон Семенович, хӑвӑн пуҫу пулмалла. Атту Вильямс та Вильямс. Вильямс та турӑ мар. Анкартинчи катемлин ҫеҫ хӑйӗн пуҫӗ ҫук. Ҫавӑнпа унран ҫерҫисемпе кураксем кана хӑраҫҫӗ. Эсир тавлашӑрах, ман урӑх вӑхӑт ҫук, — тухса утрӗ председатель.

Миронӑн ҫаврака пичӗ хӗрелчӗ. Ҫапах вӑл хӑйне алла илчӗ, курайманлӑхпа тулнӑ куҫӗпе Павел ҫине чӑр пӑхрӗ.

— Эс апла манман-ха, ҫаплах юнӑхса пурӑнатӑн? — шӑл витӗр калаҫа пуҫларӗ вӑл. — Ҫынсен куҫӗ умӗнче намӑс кӑтартасшӑн. Ахалех тӑрӑшатӑн, Павел. Галя сана та, мана та пулмарӗ.

Татах жалобӑ ҫыр, вара, тен, санах пулать.

Эп авланнӑ, — сасартӑк персе ячӗ Мирон.

— Апла пулсан татӑлтӑмӑр. Парас-илес ҫук, — кулса ячӗ Павел. — Эс ҫак тавлашӑва ахалех хӗрпе ҫыхӑнтаратӑн. Эп йӑнӑш ҫулпа утакансене тӳсме пултараймастӑп, — тухса кайрӗ каччӑ. Ӑшра ҫиленӳ туйӑмӗ те, вӗчӗрхенӳ те пулмарӗ.

3

Пӗрремӗш хут шкула кайсан, тепӗр виҫӗ кунтанах учительницӑ Павела хӗрача ҫумне куҫарса лартнӑччӗ. Унсӑрӑн йӑрӑ та шухӑ ачана епле аташма чарӑн. Малтанах вӗсӗм пӗр-пӗринчен ютшӑнмастчӗҫ, анчах ачасем каярахпа кулма тытӑнсан, тек вӗсем пӗр партӑ хушшине тем тусан та лармарӗҫ.

Павел тӑххӑрмӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫул амӑшӗ сасартӑк вилсе кайрӗ. Ял ҫыннисем хирӗҫ вӑрӑннипе тӗреҫ, врачсем пӳрле аппендицит, тесе пӗлтерчӗҫ. Ашшӗне вӑл кӑшт кӑна ас тӑвать: малтанхи кунах вӑрҫа кайрӗ те Мускав ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫусенче пуҫне хучӗ. Вун ултӑ ҫулхи Павел пӗр-пӗчченех тӑрса юлчӗ. Хӑех килти выльӑхсене пӑхрӗ, хӑех урайне те, кӗпи-йӗмӗсене те ҫурӗ, колхоза ӗҫлеме ҫӳрерӗ. Шкула пӑрахма тиврӗ.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза